thtРаççейре кашни çулах октябрĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри пулас амăшĕсен кунне паллă тăваççĕ. Унăн пĕлтерĕшĕ — хĕрарăмсене пурнăçри пĕлтерĕшлĕ тапхăрта пулăшасси, ачаллă çемьесене патшалăх енчен кÿрекен мерăсем çинчен аса илтересси.

Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта «Çемье» наци проекчĕн «Амăшлăхпа ачалăха сыхласси» федераллă проек­чĕ шайĕнче пулас амăшĕсем валли мероприяти иртнĕ. Унта Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн специалисчĕсем: Елена Николаевна Чапурина тухтăр-гинеколог тата Людмила Витальевна Чупракова тухтăр-педиатр хутшăннă. Учреждени директорĕ Жанна Дмитриева хăнасене нумай функциллĕ çемье центрĕн ĕçĕ тата вăл çемьесене кÿрекен пулăшу мерисем çинчен каласа кăтартнă. «Паянхи кун эсир çуралакан ачасем валли кирлĕ хатĕрсене илме прокат пункчĕпе усă курма пултаратăр. Çавăн пекех çулталăкран пуçласа виçĕ çула çитичченхи ачасене вăхăтлăха пăхса паракан ушкăн пулăшăвĕпе тÿлевсĕрех усă кураятăр», - тенĕ ача кĕтекен хĕрарăмсене Жанна Николаевна.

Елена Чапурина гинеколог ача кĕтнĕ 9 уйăх хушшинче кашни 3 уйăхри тĕп уйрăмлăхсем çинче чарăнса тăнă. Вăл амăшĕшĕн те, çут тĕнчене килме хатĕрленекен ачашăн та çак тапхăр усăллă та хăрушсăрлăхлă ирттĕр тесен мĕнлерех сĕнÿсене пăхăнмалли пирки каласа ăнлантарнă. Людмила Чупракова вара ачана кăкăр сĕчĕ çитерни, пепкешĕн вăл çав тери пĕлтерĕш­лĕ пулнине палăртнă. Тухтăр пулас ача амăшĕсене кăкăр сĕтне чылайч­ченех çитерни вĕсен аталанăвĕшĕн те, кăмăл-туйăмĕшĕн те усăллă пулнине палăртнă.

Социаллă пулăшу мерисем пирки мероприятие пухăннисене Раççей Социаллă Фондăн Вăрмарти клиентсемпе ĕçлекен службăн руководителĕ Татьяна Васильева паллаштарнă.

Амăшĕпе ачан сывлăхĕ тĕп вырăнта пулмалла, çавăнпа та çакăн пек пуçарусем сывă общество йĕркеленĕвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Ача кĕтнĕ хушăри кашни кун савăнăçпа тата тимлĕхпе тултăр, кашни амăшĕ хăйне юратнине, пур ĕçре те пулăшса тăнине туйса тăтăр.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика