Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комп­лекслă центрта кĕрхи пысăк уявра — Пукрав кунне — «Манăн социаллă центр» уйрăмра «кĕмĕл» волонтерсем пуçтарăнчĕç. Çак мероприяти «Çемье» наци проекчĕн «Ăрусем хушшинчи çыхăну» проект шайĕнче иртнĕ. Уява килнĕ хăнасене социаллă учреждени директорĕ Жанна Дмит­риева ырлăх-сывлăх сунса саламланă.

Хресченсемшĕн Пукрав ял хуçалăх çулталăкне пĕтĕмлетмелли уяв пулнă. Çак кун тĕлне мĕнпур тухăçа пуçтарса пĕтермелле пулнă. Пухăннисене Пукрав уявĕн историйĕпе йăли-йĕркисем çинчен каласа панă, халăх ăс-хакăлне мĕнле пĕлнине тĕрĕслесе конкурссем ирттернĕ.

Уявра юрăсемпе такмаксем юрланă, халăхра сăнанă пулăмсем пирки калаçнă, кĕрхи тутлă çимĕçсемпе сăйланнă, ĕлĕкхи пекех ал ĕçĕпе йăпаннă, хăйсен опычĕпе çитĕнекен ăрăва паллаштарнă.

«Çак кун халăх уявĕсене аса илсе пĕрле пухăнмалли ырă йăла пултăр», - тенĕ Антонина Александрова «кĕмĕл» волонтер.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика