«Çемье» наци проекчĕ тата Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта пурнăçланакан «Ăрусем хушшинчи калаçу» проект шайĕнче кăнтăрлахи ушкăна çÿрекен ачасем тата аслă ÿсĕмри çынсем пĕрле сывлăх сукмакĕпе уçăлса çÿрерĕç. Заняти тĕллевĕ — икĕ ăру çыннисене пĕр-пĕринпе хутшăнтарасси, ачасене физкультурăпа тата спортпа туслаштарасси.
Çуран утни кирек хăш ÿсĕмрисем валли те чи меллĕ те чи ансат спорт тĕсĕ паллах. Вăл çурăм мышцисене çирĕплетет, шăмă сыпписен ĕçне йĕркелет, пĕтĕмĕшле организма тĕреклетет. Активлă пулни ачасене те, ватăсене те кирлĕ. Уçă сывлăшра пĕрле уçăлса çÿрени пурин кăмăлне те çĕклерĕ, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм парнелерĕ.
«Проекта хутшăнни ачасене ватăсемпе тачăрах калаçма кăна мар, вĕсен тавракурăмне анлăлатма та пулăшать», - каласа парать çемьепе ĕçлекен специалист Надежда Михайлова.
