IMG 1053IMG 0969Иртнĕ кунсенче Аслă Чак ялĕнче — ялти культура çурчĕпе Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă салтаксене халалланă палăка хирĕç, часавайпа юнашар — «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» Мухтав аллейине уçрĕç. Ăна ятарлă çар операцийĕнче паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ салтаксене — Аслă Чак ялĕн çыннисене халалланă.

Виçĕ паттăрăн сăнĕсене вырнаçтарнă кунта: Евгений Алексеевич Михайлов, Алексей Сергеевич Сергеев, Александр Михайлович Иванов. Виççĕшĕ те вĕсем Тă­ван çĕршывăмăра хÿтĕлесе, пирĕн мирлĕ пурнăçшăн хăйсене шеллеме­сĕр çапăçса пуçĕсене хунă. Çĕршыв йывăрлăхпа куçа-куçăн тĕл пулнă вăхăтра вĕсем хăйсен гражданла тивĕçне тÿррĕн пурнăçласа пурнăçĕсене панă. Стелăсемпе юнашар — тÿпенелле вĕçсе каякан виçĕ тăрнана сăнлакан мемориал. Вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă салтаксен чунĕсене палăртать. «Быть воином — жить вечно», — тесе çырнă унтă.

Мероприятие Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Иван Иванов, Аслă Чакри территори пайĕн начальникĕ Сергей Мельников, Канаш Епархийĕн V-мĕш округĕн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей, Аслă Чак ялĕн старости Владимир Иванов, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен тăванĕсемпе çывăх çыннисем, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти кадет класĕнче вĕренекенсем, ял-йыш хутшăнчĕç.

Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем янăранă хыççăн пухăннисем Мухтав аллейин пĕлтерĕшĕ çинчен сăмах тухса каларĕç. Стелăсене Турă шывĕ сапса сăвапланă май Леонид Ермолаев протоиерей ĕмĕрлĕх пурнăçа куçса кайнă паттăр салтаксене яланах асра тытмаллине, вĕсен мухтавлă ĕçĕпе мăнаçланмаллине палăртрĕ. Аслă Чакри территори пайĕн начальникĕ Сергей Мельников çак аллейăна уçас ĕçе активлă хутшăннă çынсене тав турĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Иван Иванов Мухтав аллейи тата кунти стелăсем халăха салтаксен паттăрлăхĕ, чысĕ, хăюлăхĕ çинчен аса илтерсе тăрĕç тесе каларĕ. Çавăн пекех салтаксен тăванĕсем те сăмах илчĕç, хăйсен çывăх çыннисене манманни, ячĕсене хисеплени вĕсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерчĕç.

IMG 1048Аллея уçас тата стелăсем лартас ĕçе пуçараканĕ тата йĕркелесе пыраканĕ — Аслă Чак ялĕн старости Владимир Иванов. «Салтаксен тăванĕсем, юлташĕсем, ял çыннисем пурте пĕр шухăшлă пулнипе, укçа-тенкĕ пуçтарнипе, кунта тухса ĕçленипе çакăн пек аллея уçма пултартăмăр. Евгений Михайлов, Алексей Сергеев, Александр Иванов çирĕп кăмăллă çынсем пулнă, вĕсем Тăван çĕршывăмăра хÿтĕлеме хăйсен ирĕкĕпе, хăйсем шутланипе тухса кайнă. Вĕсем — пирĕн паттăрсем, çавăнпа вĕсен ячĕсем ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕç. Çак аллея çамрăк ăрăва та патриотлăх туйăмĕпе çитĕнтерме пулăшасса шанатпăр», — терĕ Владимир Петрович. Палăртмалла, ял старости ентеш-салтаксене валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтарса ăсатас ĕçре те хастар, хăйĕн тăван ялĕшĕн, кунти халăхшăн чунтан тăрăшать. Мероприяти вăхăтĕнче те вăл ял çыннисене гуманитари пулăшăвĕ пуçтарас ĕçе активлă хутшăнмаллине тепĕр хутчен аса илтерчĕ.

Мероприятинче тухса калаçакансем татах та пулчĕç. Ялта пурăнакан хисеплĕ ветеран Лилия Левская Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене мĕнле асра тытатпăр, ятарлă çар операцийĕнче пуçĕсене паттăрла хунă салтаксене те нихăçан та манмăпăр тесе витĕмлĕн палăртрĕ, пурне те тăнăç пурнăç тата мирлĕ тÿпе сунчĕ. Марина Левская «Амăшĕн кĕлли» юрă юрласа кашнин чунне хускатрĕ. Çамрăк кадетсем вара хисеплĕ караулта тăчĕç. Стелăсем çинчен шурă çивиттисене илсе Мухтав аллейине уçма та вĕсемех тивĕçрĕç.

Пухăннисем стелăсем умне чĕрĕ чечексем пыра-пыра хучĕç, унтан асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

IMG 0996

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика