Ярука урамĕ, ярт урам,

Тăршшĕпеле кил-çурчĕсем.

Сайпулла, Симентей — палăртам,

Юнашарах, ав, тăкăрлăксем.

Астăвасса, ÿсетчĕç йывăçсем:

Хурăнсем, йăмрасем, хурами,

Çĕмĕрчĕ, чиесем, сиреньсем —

Çуркунне пулса ытарайми.

Çав асамлă аслă урамра

Килнĕ ача çут тĕнчене.

Ÿссе çитĕннĕ. Халь — шутра,

Тĕлĕнтерет ĕçпе çынсене.

Ту вĕçĕнче вĕсен йăхĕ.

Куçса килнĕ, теç, Вăрмартан.

Вăл ялта, пĕлме, Кăтра йăхĕ —

Çав ятпа çÿренĕ авалтан.

Иртнĕ ĕмĕрĕн пуçĕнче

Шкул уçаççĕ анат енче.

Çавăнпа урам курăмлăччĕ,

Çÿренĕ шкула хăй вăхчинче.

Хыççăн вĕренет Канашра,

Ашшĕн ĕç-хĕлне суйланă.

Йăх-тĕп ялта ĕнтĕ шутра —

Вĕрентекен пулса тăнă.

Пурнăçĕнче веçех аванччĕ...

Ах, кĕтмен инкек алхаснă.

Ытла çамрăк, вунçиччĕреччĕ,

Çапах вăрçа тухса кайнă.

Ялан алăра пулемет,

Унта хăюллăн çапăçать.

Тăшман та хаяр, тĕлĕрмест —

Çапăçура вăл аманать.

Паллă, суранне сиплеме

Госпитале ăна яраççĕ...

«Сиплев ĕçне алла илме» -

Унта шухăшсем çуралаççĕ.

Берлина çити хăваланă

Тăшмана Эçпепе каччи.

Çĕнтерÿпе киле таврăннă,

Ĕмĕчĕсем асрах ял ачин.

Ăс пухни сая каймасть,

Чаплă хирург пулса тăрать.

Врач-травматолог, ортопед,

Хисепĕ пысăк. Савăнтарать.

Тĕрлĕ вырăнта ĕçленĕ:

Вăрнарта, Ленинградра та.

Килсе Шупашкарта тĕпленнĕ,

Чăвашсене сиплет унта.

Чун-кăмăлĕ туртнă ĕнтĕ

Чăвашалла, хамăр ене.

Аллă пилĕк çул — нумай питĕ

Ĕçре, пăхмасть кунне-çĕрне.

Халĕ чăннипех мухтанатпăр!

Вунпиллĕкмĕш кунĕ, юпа уйăхĕ.

Пĕр ĕмĕр утнă. Тата сунатпăр

Çулсем. Пултăр çирĕп сывлăхĕ.

Сорокин Михаил Григорьевич,

Пĕчĕк ялăн чаплă çынни,

Ачаранах ăс-халпа çивĕч,

Паян та юнашар хăнăхни.

Вĕренекенсем, чирлисем

Халь те тухтăр патне утаççĕ.

Çитнĕ таран хал, вăйĕсем

Пулăшать — çапла калаççĕ.

Наградисене пăхса тухар —

Вĕсенче хуравсем упранаççĕ.

Сумлă ят: «Хисеплĕ тухтăр»,

Тĕпчев ĕçĕсем çырнă, теççĕ.

Вырăсла çырам-ха. Ордена:

Отечественной войны второй степени,

Октябрьской революции, Дружбы народов,

Трудового Красного Знамени.

Медалĕсем нумай, Тав хучĕсем...

Хамăр ентеш, хĕпĕртетпĕр.

Ĕçне тăсаççĕ тăванĕсем —

Йăхра тухтăр чылай, пĕлетпĕр.

Хушас килет кунта çавна:

«Ялăн çеç мар, районăн чапĕ

Тата чăвашăн. Мухтав ăна.

Аллисем ылтăн. Тивĕç — хисепе!»

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика