Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура регионăн кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ.
Экономика аталанăвĕн министрĕ Лариса Рафикова палăртнă тăрăх, тăхăр уйăхра промышленноç производствин индексĕ 104% танлашнă. Тирпейлекен производствăсен кăтартăвĕ тата пысăкрах — 106%. Компьютерсем, электроника тата оптика хатĕрĕсем туса кăларакан предприятисем производствăна иртнĕ çулхинчен 1,6 хут чухлех ÿстерме пултарнă. Хими, апат-çимĕç производствисен ÿсĕмĕ лайăх. Атăлçи округĕнчи регионсен промышленноç производствин рейтингĕнче Чăваш Ен тăваттăмĕш вырăнта.
Ял хуçалăхĕ аван ĕçлет. Тăхăр уйăхра аш-какай туса илессине 8,1% ÿстернĕ — 398 пин тоннăна çитернĕ. Сĕт сăвасси те хушăннă — 103,2%. Çăмарта туса илес тĕлĕшпе вара производство индексĕ 129% патнеллех кармашнă. Ĕççи вĕçленсе пынă май министр унăн кăтартăвĕсене те асăннă. Пухса кĕртнĕ тырă виçи 993 пин тоннăна çитнĕ.
