photo 2025 10 21 12 11 02Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев 23-мĕш хутчен «тÿрĕ лини» ирттернĕ. Икĕ сехет хушши регион Ертÿçи Чăваш Енре пурăнакансенчен килсе çитнĕ ыйтусем çине тĕплĕн хуравланă.

Эфирта ытларах социаллă пĕл­терĕшлĕ ыйтусем янăранă. Нумай ачаллă çемьесене, ятарлă çар операцине хутшăнакансене, учительсемпе инвалидсене çăмăллăхсем парасси пирки ыйтусем яланхи пекех малти вырăнта пулнă. Халăх пурăнакан вырăнсене тирпей-­илем кĕртесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă сфера, авариллĕ çурт-йĕрсене пăрахăçласси, çавăн пекех çул-йĕр енĕпе те ыйтусем самаях пулнă.

Палăртма кăмăллă, кăçал «тÿрĕ линие» муниципалитетсенче пурăнакансем хастар хутшăнчĕç, вĕсене хăйсен округĕсенче инфратытăм объекчĕсене туса пĕтермелли сроксем кăсăклантарни те куç кĕретех. Вĕсем хăйсен ыйтăвĕсене респуб­лика Пуçлăхне пĕлтерчĕç.

Тÿрĕ эфир вăхăтĕнче Олег Николаев 50 ыйтăва хуравланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ятарлă çар операцине хутшăнакансем патне пысăк тимлĕх уйăрнă, вĕсене тивĕçтермелли çăмăллăхсем пирки тĕплĕн ăнлантарнă.

«Нумай ыйту çĕкленине кура, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн ноябрь уйă­хĕн­че Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерстви ятарлă çар операцийĕ вăхăтĕнче аманнă пирĕн паттăрсене пĕр хутчен парса тивĕçтермелли укçа пулăшăвне илме заявкăсем йышăнма тытăнĕ.

Асăннă виçене мĕншĕн маларах кĕртмен тесен, ăнлантаратăп. Мĕншĕн тесен чи малтанах эпир ятарлă çар операцийĕн малтанхи кунĕсенчех пулăшу мерисене май пур таран анлăн сарса пытăмăр, комп­лекслă реабилитаци тума та витĕм кÿтĕмĕр. Пирĕн кашни паттăра пысăк тимлĕх уйăрасси — тĕп тĕллев. Чăваш Енри сиплев учрежденийĕсенче сывлăха çирĕплетсен, пирĕн паттăрсем хăйсен кăмăлне тивĕçтерекен ĕçе вырнаçаççĕ е тата хăшĕсем каялла таврăнаççĕ. «Время СВОих» программăна та хастар хутшăнаççĕ. Çак тапхăрта тĕрлĕ степеньлĕ 3000 ытла çын хăйсен сывлăхне çирĕплетнĕ. Пирĕн тĕллев — çар çыннисене тĕрлĕ пулăшусемпе вăхăтра тата туллин тивĕçтересси. Палăртса хăварам: ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа аманнă мĕнпур паттăр çак тĕреве тивĕçейрет», - палăртнă Олег Николаев.

Пĕтĕмпе 800 ытла ыйту пуçтарăннă. Республикăра пурăнакансем влаç органĕсен социаллă сечĕсем тата интернет-ресурссем урлă 289 ыйту çырса пĕлтернĕ. Ыйтусен чылай пайĕ колл-центра пухăннă, çавăн пекех Чăваш Рес­пуб­ликин Пуçлăхĕн Телеграм-каналне те самай ыйту килсе çитнĕ.

«Раççей 24» /ГТРК «Чувашия»/ телеканал эфирĕнче «тÿрĕ линие» курма, çавăн пекех «Радио России» хумсем çинче итлеме май пулнă. «Тÿрĕ линие» «Олег Николаев | Чувашия» Телеграм-каналта тата Контактри «Чувашская Республика» пĕрлешÿре тÿрремĕнех курма условисем пулнă.

Контактри «Чувашская Респуб­лика» пĕрлешÿре «тÿрĕ лини» валли Вăрмар округĕнче пурăнакан Надежда Григорьевăран та ыйту пулнă. Нумай ачаллă çемье пулнă май, Григорьевсене 2018 çулта строительство валли Вăрмар поселокĕнчи Северная урамĕнче çĕр участокĕ уйăрса панă пулнă. Çак участок патне инженери сечĕсем илсе çитересси кăсăклантарнă Надежда Григорьевăна. Вăрмар округĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, Вăрмар поселокĕнчи Северная урамĕн­чи инженери сечĕсен строительствине округăн 2025-2030 çулсенчи социаллă-экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ, 2027-2029 çулсенче ăна пурнăçа кĕртме планланă.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика