Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта «Агроинженери» направленипе агротехника класĕ йĕркеленĕ. Пулас специалистсене теори тата практика тĕлĕшĕнчен хатĕрлеме класа çĕнĕ йышши оборудованипе тивĕçтернĕ.

Шкул ачисем хальхи йышши оборудованипе усă курма вĕренĕç: интерактивлă комплекс, 3D-принтер тата 3D-сканер, электронлă вĕрентÿ ресурсĕсем, контрольпе виçев инструменчĕсем, вĕрентÿ квадрокоптерĕн конструкторĕ. Оборудование «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ Владимир Иванов туяннă. ЧР Ял хуçалăх министерствин пресс-службинчен пĕлтернĕ тăрăх, тÿснĕ тăкаксен 90 процентне ăна компенсацилеççĕ.

Агроинженери енĕпе кăçалхи вĕренÿ çулĕнче 40 ача пĕлÿ илĕ. Пĕтĕмĕшле республикăра кăçал 7 шкулта агротехнологи класĕсем уçăлĕç. Проект «Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ» наци проекчĕн «Агропромышленноç комплексне — кадрсем» федераллă программи шайĕнче пурнăçланать.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика