IMG 1272Вăрмар округĕнче шкул театрĕсен «АСАМ» ятпа иртекен III-мĕш фестивалĕн муниципалитетри тапхăрĕ иртрĕ. Фестивале кăçал Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне тата Чă­ваш Енри Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкне халалланă.

Аса илтеретпĕр: мероприяти Чăваш Республикинче РФ Федераллă Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн пуçарăвĕпе 2023 çулта старт илнĕ. РФ Çутĕç министрĕ Сергей Кравцов хушнă тăрăх, 2024 çул тĕлне кашни шкулта хăйĕн театр пулмалла, мĕншĕн тесен шкул ачисене театр ĕçне явăçтарни талантлă ачасене тупса палăртма, вĕсене пултарулăхра çул уçса пама пулăшать. Унăн хушăвне тĕпе хурса Вăрмар округĕнчи шкулсенче те театрсем йĕркеленĕ.

Кăçал фестивалĕн муниципалитет­ри тапхăрне Вăрмар округĕнчи шкулсен çумĕнчи 12 театр хутшăннă. 200-е яхăн çамрăк артист жюри умне сцена çине тухса вырăсла тата чăвашла спектакльсем лартса панă. Жюри членĕсем чи талантлă ачасене, чи лайăх спектакльсене тĕрлĕ номинацисенче палăртнă.

«Чăвашла лартнă чи лайăх спектакль» тесе Кавал шкулĕ çумĕнчи «Сувар» театрăн спектакльне йышăннă. «Режиссерăн чи лайăх ĕçĕ» номинацинче Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти шкул çумĕнчи «Мельпомена» театр çĕнтернĕ. «Сцена çинчи чи лайăх декораци» номинацинче — Кивĕ Вăрмар шкулĕ çумĕн­чи «Волшебный занавес» театр тата Пысăк Енккасси шкулĕ çумĕнчи «Юные актеры» театр, «Чи лайăх сюжет» номинацинче — Пинер шкулĕ çумĕнчи «Юные таланты» театр мала тухнă. Çавăн пекех чи пултаруллă ачасене те тĕрлĕ номинацисенче палăртнă.

Фестиваль пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул çумĕнчи «Мельпомена» театр /сăн ÿкерчĕк çинче\ муниципалитетри тапхăрĕн çĕнтерÿçи пулса тăнă. Руководителĕ — Елена Ильинична Ларионова. «Мельпомена» теат­рăн Вăрмар округĕн чысне ноябрь уйăхĕнче фестивалĕн республикăри тапхăрĕнче хÿтĕлемелле пулĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика