Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен шкулта вĕренекен ачисем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн уйăхсерен паракан стипендине тивĕçеççĕ. Малашне вара вăтам професси вĕрентĕвĕн организацийĕсенче вĕренекенсем те илме пуçлаççĕ. Тÿлевсене пурнăçламалли йĕркене Чăваш Ен премьер-министрĕ Сергей Артамонов Правительство ларăвĕнче йышăннă. Вĕрентÿ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, çакăн пек çемьесенчи шкул ачисем 2500 тенкĕлĕх стипендине илсех тăраççĕ. Анчах та каччă е хĕр шкул хыççăн техникума вĕренме кĕнĕ пулсан ăна çак стипендине тÿлеме пăрахнă пулнă. Малашне вара çак тÿлеве вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ вăхăтра та тÿлесе тăрĕç. Çак йĕркене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хушнипе йышăнаççĕ.
