Чăваш халăх писателĕ Василий Степанович Алентей пурăннă пулсассăн октябрĕн 16-мĕшĕнче 106 çул тултарнă пулĕччĕ. Унăн çуралнă кунне паллă тума кĕтеснерсем Василий Алентей паркне пухăнчĕç.
Парк хăйĕн илемлĕ тумне тăхăнса, сарă çулçисене сукмаксем çине кавир пек сарса хурса хăнасене хаваслăн кĕтсе илчĕ. Светлана Скворцова савăнăçлă тĕлпулăва уçса писатель пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллаштарчĕ, шкул ачисемпе литература викторини туса ирттерчĕ. Таврапĕлÿçĕ Анатолий Иванов Василий Алентее курни, унпа калаçни, унăн ялти пурнăçĕ çинчен каласа кăтартрĕ, çыравçă çинчен çырнă сăввине вуласа пачĕ. Шкул ачисем те пухăннисене сăвăсем вуласа парса савăнтарчĕç. В.Алентейĕн «Кĕтеснер» ятлă сăввине аса илчĕç.
Çавăн пекех ял çыннисем те писатель çинчен калаçмасăр юлмарĕç. Учительсем Людмила Анатольевна, Людмила Юрьевна тăван чĕлхене, Алентей чĕлхине, тăван писателе манса каймалла марри çинчен каларĕç. Тивĕçлĕ канури Нина Андреева ялти пĕр çĕнĕ урама В.Алентей ятне мĕнле пани çинчен интереслĕ каласа кăтартрĕ. Нумайăшĕ парка пăхса тăрасси çинчен сăмах хускатрĕç. Хальхи вăхăтра хăйсен ирĕкĕпе парка пăхса тăракансене тав турĕç. Паркри тĕп аллейăра тротуар сарсан тата писателе аса илтерекен пĕр-пĕр палăк лартсан аван пулĕ терĕç. Юлашкинчен пĕрле тăрса фото ÿкерчĕç.
Çавăнпа В.Алентейĕн паллă кунĕ вĕçленмерĕ-ха. Ветерансем ялти культура çурчĕ умĕнчи В.Алентейĕн Асăну хăми çумне чечексем пырса хучĕç. Фойере ятарласа хатĕрленĕ стенд патĕнче нумайччен калаçса тăчĕç, халăх писателĕн çуралнă кунне юбилейрен юбилее кăна мар, кашни çулах çапла паллă тумалла терĕç.
Алексей СКВОРЦОВ
