rofОкругри шкулсемпе ача сачĕсен ĕçченĕсем — Пĕтĕм Раççейри Профсоюз организацийĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн членĕсем — стадионта пуçтарăнчĕç, çăмăл атлетика енĕпе эстафетăна хутшăнса ăмăртрĕç.

Çанталăк уяр та ăшă тăчĕ. Ăмăрту участникĕсене Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕ — вĕрентÿпе çамрăксен политикин па­йĕн начальникĕ Сергей Павлов, Пĕтĕм Раççейри Профсоюз организацийĕн Вăрмар районĕнчи организацийĕн председателĕ Елена Николаева, Вăрмарти Спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ, ăмăртусен тĕп судйи Валерий Иванов ăнăçуллă стартсем, эстафетăна хутшăнса çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа хавхаланма сунчĕç. Эстафета пуçланиччен хăшĕсем шăм-шака хускатса ямашкăн тĕрлĕ хусканусем турĕç, чупса та илчĕç. Командăсем хăшĕ малтан старта тăрассине шăпа ярса палăртрĕç. Чи малтан шкулсен командисем ăмăртрĕç, хĕрарăмсен 300 метр, арçынсен 600 метр чупса тухмалла пулчĕ. Вĕрентекенсемпе воспитательсем хушшинче спортсменсемпе танах çăмăллăн чупакансем — стартран тапрансанах ыттисене чылайлăха хыçра хăваракансем те пур. Çăмăл атлетика ăмăртăвĕ уяври пекех çĕкленÿллĕ, хавхалануллă кăмăл-туйăмпа ирт­рĕ. Шкул командисем хушшинче Чулкас­ри вăтам шкул команди çĕнтерчĕ, ача сачĕсен командисем хушшинче «Родничок» ача сачĕ. Асăнмалăх, савăнмалăх çĕнтерÿçĕсене Кубоксемпе, Дипломсемпе чысларĕç. Иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене тивĕçнĕ командăсем те Дипломсене тивĕçрĕç. Ăмăрту тăршшĕпех участниксене, курма килнисене Юрий Ефимов хавхалантарса, эстафетăна комментарилесе тăчĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика