NikolaevЧăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Запорожск облаçĕнчи Бердянск муниципаллă округĕнче пулса унăн пуçлăхĕпе Алексей Кичигинпа тĕл пулнă. Вĕсем 3 çул хушшинче тунă çитĕнÿсене сÿтсе явнă, ĕçлĕ çыхăнăвăн малашнехи çул-йĕрне палăртнă.

Чăваш Ен Бердянск округне комплекслă пулăшса пырать, Раççейĕн пĕрлехи хутлăхĕпе пĕрлешме пулăшать. «Пирĕн ĕçĕн тĕп енĕсенчен пĕри — социаллă пулăшу. Малти вырăнта сывлăх сыхлавĕ тăрать. Çак сферăра кадрсен дефицитне татса пама эпир хамăрăн кадрсен политикине тата хавхалантару тытăмне ĕçе кĕр­тетпĕр. Хамăр енчен эпир врачсене тата вăтам медицина персоналне пĕрлехи федераллă стандартпа Шупашкарти медицина колледжĕнче тата врачсен пĕлĕвне ÿстерекен Институтра вĕрентессине сĕнме пултаратпăр», — тенĕ Олег Николаев. Ĕçлĕ визит вăхăтĕнче регион Пуçлăхĕ инфратытăм объекчĕсене мĕнле юсаса çĕнетнине контрольленĕ.

«Улшăнусем пулса пыраççĕ, пурнăç майлашăнать. Чăваш тухтăрĕсене, вĕрентÿ сферин ĕçченĕсене пирĕн патăмăрта вăй хунăшăн тав тăватпăр. Эсир пирĕн муниципалитет пурнăçне лайăхлатассипе нумай тă­ватăр», — палăртнă Бердянск округĕн пуçлăхĕ Алексей Кичигин.

Октябрь уйăхĕнче Чăваш Енĕн мобильлĕ медицина бригади черетлĕ хут Бердянска çул тытнă. Пысăк квалификациллĕ специалистсене мĕнпур оборудованипе тивĕçтернĕ. Пациентсене йышăнассине 11 ялта йĕркеленĕ. Çакăн пек мероприятисене 2023 çултанпа ирттереççĕ, ку вăхăт хушшинче 3500 ытла пациента медицина пулăшăвĕ кÿнĕ.

Çак кунсенче Бердянск округĕнче «Вĕрентÿ десанчĕ» те ĕçленĕ. Бердянск вĕрентекенĕсен квалификацине ÿстерме çулсерен ЧР вĕрентÿ институтĕнче «Пĕрле» стратеги сессийĕ ирттереççĕ, кулленех онлайн-семинарсем йĕркелеççĕ.

Чăваш Республики Бердянск округне малалла та пулăшса пыма, унăн социаллă тата экономика аталанăвне тÿпе хывма хатĕр.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика