«Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхне тырă, куккурус типĕтмелли çĕнĕ хатĕр кÿрсе килчĕç.
Кăçалхи вырма вăхăтĕнчи çанталăк условийĕсене тата куккурус тухăçĕ аван пулнине кура Владимир Анатольевич сушилка туянма шут тытнă. «Ку аппаратпа характеристикисене кура талăкра 300 тонна таран тулă, 200 тонна таран куккурус типĕтме пулать. Паянхи кун куккурус тыррине типĕтме хатĕрленетпĕр. Уйри куккуруса вырса пĕтермен-ха эпир çĕнĕ техникăна кĕтсе», - пĕлтерчĕ хуçалăх руководителĕ Владимир Иванов. Урапаллă çĕнĕ техника малашне хуçалăхри пысăк пулăшуçă пулса тăрĕ. Ăна Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексĕн машинăпа трактор паркне модернизацилемелли программипе килĕшÿллĕн туяннă. Унăн хакĕ – 14 миллион тенкĕне яхăн, пысăк тиевлĕ машинăна Ярославль хулинчен илсе килсе вырнаçтарса лартнă. Сушилка хакĕн пĕр пайне саплаштарма субсиди парĕç хуçалăха. Ытларах куккурус типĕтнĕ чухне усă курмалли хатĕр пулĕ ку хуçалăхра. Халиччен хуçалăхри куккурус силос валли кăна пулнă, типĕтнине вара туянма тивнĕ. Малашне вара типĕтнĕ куккурус тырри фермăри выльăх валли кăна мар, сутмалăх та пулĕ.
Сушилкăна хуçалăхри складпа юнашар бетон никĕс çине вырнаçтарнă. Пысăк хăвăртлăхпа типĕтекен хăватлă аппарат ĕç тухăçлăхне самай ÿстерме, продукци пахалăхне лайăхлатма май парĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА
