«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕллевĕ - çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси тата пурăнас кун-çулне тăсасси. Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕн специалисчĕсем Вăрнар округĕнче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕсленĕ.

Мероприятие 100 çын хутшăннă, шала кайнă инфекциллĕ мар чирсем кÿме пултаракан хăрушлăх факторĕсене тупса палăртассипе комплекслă тĕрĕслев ирттернĕ. Сывлăха хаклакан тĕп кăтартусене тĕпченĕ, çав шутра чĕрепе юн тымарĕсен тата эндокрин тытăмĕсен ĕçне те. Кашни çынна терапевт пурнăç йĕркине лайăхлатмалли, тĕрĕс апатланмалли, физкультурăпа активлă пулмалли сĕнÿсем тăрăх консультаци панă.

«Тухса çÿремелли медицина тĕрĕслевĕсем — çынсемшĕн чир-чĕрсене профилактикăлассипе тухăçлă инструмент. Тăтăшах тĕрĕсленсе тăни шала кайнă чирсем кÿме пултаракан хăрушлăх факторĕсене вăхăтра тупса палăртма, сывлăха сыхласа хăва­рассипе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма пулăшать», - палăртнă тĕп тухтăрăн заместителĕ Надежда Петрова. Мероприяти округра пурăнакансен сывлăхне лайăхлатмалли пĕлтерĕшлĕ утăм пулчĕ, вăл «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕн тĕллевĕсемпе пĕр килет.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика