Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев муниципалитетсене регионта СПИК 2.0 программăпа туса кăларнă техникăпа тивĕçтернĕ.
«Кашни муниципалитет валли пĕрер единица техника туянма йышăну турăмăр. Пĕр енчен — хуласемпе районсене хамăр патăмăрта туса кăларнă тракторсемпе тивĕçтертĕмĕр, тепĕр енчен — хамăрăн производительсене тата стратегиллĕ партнерсене те тÿрремĕнех пулăшу кÿтĕмĕр», — палăртнă Олег Николаев.
Хальхи йышши коммуналлă техникăна Вăрмар муниципаллă округне те илсе килнĕ. Ăна урапаллă универсаллă «Агромаш 90 ТК» трактор никĕсĕ çинче туса кăларнă. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев асăннă техникăна «Урмарытеплосеть» муниципаллă унитарлă предприятине панă.
Палăртмалла, çак техникăна урамсене тасатмалли çĕнĕ технологисемпе тивĕçтернĕ, вăл çÿп-çапа пуçтарма та, урамсене хĕлле юртан тасатма та, çын çÿрекен çулсене çулла шăлса тасатма та пултарать.
Зинаида ПАВЛОВА
