Хальхи вăхăтра Тикашри культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Ĕçлĕ ыйтусене сÿтсе явас тĕллевпе çак кунсенче объектра канашлу иртнĕ.
Канашлăва Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, унăн заместителĕ — строительство тата çул-йĕр хуçалăхĕн пайĕн начальникĕ Наталия Иванова, Тикашри территори пайĕн начальникĕ Валерий Нарсов, Вăрмар муниципаллă округĕнчи клубсен централизациленĕ тытăмĕн директорĕ Ольга Михайлова, ĕçсен подрядчикĕн «Строй-Инэкс» тулли мар яваплă обществăн представителĕ Ольга Ефимова хутшăннă.
Культура çуртне сентябрĕн 29-мĕшĕнче юсама тытăннă. Объектри ĕçсене «Строй-Инэкс» тулли мар яваплă общество пурнăçлать терĕмĕр. Ĕçсен пĕтĕмĕшле хакĕ 2 506700,00 тенкĕпе танлашать. Расхутсен 98 процентне федераллă бюджетра, 1 процентне республика бюджетĕнче, 1 процентне Вăрмар муниципаллă округĕн бюджетĕнче пăхса хăварнă.
Планпа килĕшÿллĕн, хутса ăшăтмалли тытăма улăштарма, çурт никĕсне çирĕплетме, куракансен залне тата сценăна, куракансен залĕн стенисемпе урайне юсама тĕллев лартнă.
Подрядчик тата ĕçсен заказчикĕ юсав вăхăтĕнче сиксе тухакан ĕçлĕ ыйтусене пăхса тухнă. Смета докуменчĕсенче палăртнă ĕçсене çанталăк сивĕтсе кайиччен вĕçлессе кĕтетпĕр.
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ
