WQKetYlm3ndcHKPoMGbqQ4EGub bsY4lEFGNF21cPEUjXjaT1calNR PQXsYqrGyU bg8vL3PuipNp5fA9CXZHugВăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр çумĕнче «Чĕрĕ кристалл» ятпа Çемье мастерскойĕ уçăлчĕ.

«Чĕрĕ кристалл» Çемье мастерскойĕн ĕçĕ-хĕлĕ, йĕпе-сапаллă кĕрхи çанталăка пăхмасăрах, ăшă тата творчествăлла лару-тăрура старт илчĕ. Мероприятие округри ача-пăчаллă çемьесем хутшăнчĕç.

Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа тухса калаçнă май Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă цент­рăн директорĕ Жанна Дмит­риева Çемье мастерскойĕн презентацийĕпе паллаштарчĕ, проектăн задачисемпе тĕп енĕсене палăртрĕ.

«Чĕрĕ кристалл» проектăн тĕллевĕ — ача-пăчаллă çемьесене ура çинче çирĕп тăма пулăшас тесе вĕсен потенциалне ÿстересси, ачасемпе ашшĕ-амăшне вăхăта пĕрле ирттерме условисемпе тивĕçтересси, вĕсен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетесси. Çакна пурнăçлама икĕ тĕп направлени пăхса хăварнă — эпоксид­лă сăмаларан илемлĕ япаласем хатĕрлесси тата парафинпа ăвăсран çуртасем тă­васси. Çавăн пекех икĕ хушма направлени те пур — «Предпринимательлĕх шкулĕ» тата «Эффективлă ашшĕ-амăшĕн шкулĕ».

«Чĕрĕ кристалл» Çемье мастерскойĕ» проекта йывăр лару-тăрури ачасене пулăшакан Фондăн гранчĕпе пурнăçлама май килчĕ. Проекта хутшăнни çемьесем умĕнче çĕнĕ майсене уçма тата пуласлăхра çитĕнÿсем тума пулăшасса шанатпăр», — терĕ Жанна Николаевна.

Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн ЗАГС пайĕн начальникĕ, Чăваш Енри хĕрарăмсен Союзĕн Вăрмарти уйрăмĕн председателĕ Валентина Волкова çак пулăмăн пысăк пĕлтерĕшне палăртрĕ. Вăрмар поселокĕнче çемьесене пĕрлĕхре пулса пултарулăх ĕçне хутшăнма май паракан вырăн уçăлнишĕн савăннине каларĕ. Предпринимательлĕхри опычĕпе мероприяти хăнисем Светлана Михайлова /супăнь тăвасси тата супăньрен чечексем тăвасси\, Алла Жилова /типĕтнĕ улма-çырларан çыхăсем тăвасси тата гипсран япаласем ăсталасси\ паллаштарчĕç. Вĕсен историйĕсем проекта хутшăнакансене хавхалану кÿчĕç. Мероприяти вĕçĕнче хăнасем, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем мастерскойĕнче ĕçлесе пăхма пултарчĕç: эпоксидлă сăмаларан япаласем ăсталарĕç, çуртасем хатĕрлерĕç.

Татьяна ГРИГОРЬЕВА, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн директорĕн заместителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика