IMG 1501«Халăхпа пур ĕç те пулать, пĕччен ним те пулмасть», — тенĕ мĕн авалтан ваттисем. Ахальтен мар чăвашсем мĕнпур ĕçе яланах пĕрле — нимелле — тума хăнăхнă.

Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе регионта «Ниме – Халăх бюджечĕ» проект хута янă. Кăçал рес­публикăри хуласемпе ялсенче 3,26 млрд тенкĕлĕх 1603 проект пурнăçланать. Çул-йĕре юсасси, инфратытăма аталантарасси, хăтлăх кĕртесси — уйрăмах тимлĕхре.

Пирĕн округри Хуруй ялĕнче те халăх ĕмĕр­тенех туслă пурăнать. Ĕçре те, канура та, уявсенче те ялан пĕрле хуруйсем, çа­вăнпа мĕн шутланине яланах пурнăç­ласа пыраççĕ. Ялти культура çурчĕ кивелнĕрен, акă, кăçал кĕске вăхăтрах çĕнĕ клублă пулчĕç вĕсем — пĕтĕмпех пуçарулăх проекчĕпе усă курнипе. «50 çын вырнаçмалăх 65 тă­ваткал метр лаптăклă модульлĕ клубăн строительствине «Грааль» тулли мар яваплă общество пурнăçланă, ĕçсен хакĕ 3 773 475 тенкĕпе танлашнă», — пĕлтерчĕç Энĕш­пуçĕнчи территори пайĕнчен /Ху­руй ялĕ шăпах çак ял тăрăхне кĕрет/.

IMG 1511Çĕнĕ клуба кайса курас тĕл­левпе çак кунсенче эпир Хуруй ялне çул тытрăмăр. Пире ялти библиотека заведующийĕ Елена Геннадьевна Александрова /вăл культура ĕçне йĕркелесе пырать, библиотекăра чылай çул, 1998 çултанпах, вăй хурать\ тата çак ялта пурăнакан Раиса Федоровна Уразаева кĕт­­се илчĕç /сăн ÿкерчĕк çинче\, кунти лару-тăрупа, ял пурнăçĕпе паллаштарчĕç. Чи малтанах çĕнĕ клуб çуртне кĕрсе куртăмăр. Аяк­ран та илемлĕн тата мăнаçлăн курăнса ларать клуб, шалтан та хăтлă та çутă, çав тери кăмăллă. Артистсене валли сцена, хывăнса тăхăнмалли пÿлĕм пур, санитари пÿ­лĕмĕнче раковинăпа унитаз лартнă, шыв кĕрет-тухать, электричест­во вăйĕ­пе хутса ăшăтмалли батарейăсем выр­наçтарнă. «Тĕр­лĕ мероприятисем, концертсем, праçниксем, тĕлпулусем ирттерме мĕн­лерех лайăх клуб пирĕн халĕ. Сĕтел-пуканпа оборудовани илсе килсе вырнаçтармалла çеç — ăна валли муниципаллă культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетмелли программăпа республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ», — пĕлтерчĕ Елена Геннадьевна.

1970-мĕш çулсенчех ĕçлеме пуçланă кивĕ клуба та кĕрсе тухрăмăр. Ку çуртра клубсăр пуçне библиотека та, фельдшерпа акушер пункчĕ те вырнаçнă. «Бибиотекăра та юсав ĕçĕ тусан питĕ аванччĕ, тен, çитес çулсенче ăна пурнăçлама май килет тесе шанатпăр, — терĕ Елена Геннадьевна. — Культура вучахĕ, библиотека — вĕсем вĕт халăха пĕр чăмăра пухакан вырăнсем. Акă, ФАП та пирĕнпе юнашарах. Библиотекăна е клуба килнĕ чухне çавăнтах ФАПа кĕрсе юн пусăмне те виçтереççĕ çынсем. ФАП заведующийĕ Раиса Павловна Геронтьева /сăн ÿкерчĕк çинче\ пациентсене яланах ырă кăмăлпа кĕтсе илет. 35 çул ĕçлет вăл кунта. Çавăн пекех библиотека умĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене халалласа палăк ларт­нă, СВО-ра пуçне хунă Александр Юрьевич Чернова асăнса Астăвăм хăми уçнă. Кĕçех ялта чиркÿ уçăласса та кĕтетпĕр. Тĕллевсем пысăк пирĕн, вĕсене пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр».

Раиса Федоровна Уразаева та калаçăва хутшăнчĕ. «Хуруй — пĕчĕк ял. Хĕллесерен кунта халăх сахалланать пулин те, çу кунĕсемпе ял чĕрĕлет, хуларан ача-пăча та каникула йышлăн килет. Пĕр самант кăна пăшăрхантарать: Хуруй район центрĕнчен аяк­ра вырнаçнăран Вăрмар поселокне çитсе килме чăрмавлăрах. Юлашки вăхăтра автобус та сахал çÿрет, çынсен вара ĕçе те, больницăна та каймалла вĕт-ха. Çак ыйтăва татса парсан çав тери аван пулĕччĕ», — палăртрĕ вăл.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика