Sdrav2024 çултан пуçласа Раççейре, çав шутра Чăваш Республикинче те, репродуктивлă ÿсĕмри çынсен сывлăхне тĕрĕслессипе ятарлă диспансеризаци иртет. Ку вăл 18-49 çулти хĕрарăмсемпе арçынсен сывлăхне тарăнрах тĕпчесе тĕрĕслемелли мероприятисен комплексĕ.

Репродуктивлă сывлăх — сывă ăру никĕсĕ. Ача тĕрĕс-тĕкел çураласси пулас ашшĕ-амăшĕн сывлăхĕнчен килет, çавăнпа та граждансен шала кайнă чирĕсене, ача аталанăвĕшĕн хăрушлăх кăтартма пултаракан факторсене тупса палăртасси, вăхăтра сиплеме пуçласси — тĕп тĕллев.

Вăрмар районĕнчи ача çуратма, ача тума пултаракан хĕрарăмсемпе арçынсене те репродуктивлă сывлăхне хаклас тĕллевпе диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăлараççĕ. Терапевт патĕнче тĕрĕс­леннисĕр пуçне граждансен çак категорийĕнчи хĕрарăмсене акушер-гинеколог, арçынсене хирург тĕрĕслеççĕ.

Хĕрарăмсен консультацийĕнче ача çуратма пултаракан хĕрарăмсенне мик­рофлора, онкоцитологи мазокĕсене, çыннăн папиллома вирусĕ, ар çыхăнăвĕ урлă ерекен инфекци чирĕсем çине тĕрĕсленме ПЦР-мазоксене анализ валли илетпĕр. Çавăн пекех хĕрарăмсен тазри органĕсене, кăкăра УЗИ, маммографи тĕрĕслевĕсем ирттереççĕ. Маммографие хĕрарăм 39 çул тултарсан тума тытăнаççĕ. Кăçал 953 хĕрарăма диспансеризаци тĕрĕслевĕ витĕр кăлартăмăр поликлиникăри гинекологи уйрăмĕнче. Пĕтĕмпе 2025 çул пуçланнăранпа 58 хĕрарăм ача çурат­нă. Хальхи вăхăтра ача кĕтекен 34 хĕрарăм учетра тăрать. Пĕтĕмпе хĕрарăмсен сывлăхне пăхса тăрассипе 3 гинеколог-тухтăр тата 3 акушер пĕр­ле ĕçлетпĕр. Репродуктивлă ÿсĕмри хĕрарăмсен сывлăхне уйрăмах тимлĕх уйăрни, тĕплĕнрех тĕрĕслени — йăлтах сывă ачасем çуралассин çирĕп никĕсĕ пулса тăрать. Хĕрарăмсем вăтамран 49 çул тултариччен ача çуратма пултараççĕ, анчах та 40 çул тултариччен çуратса ĕлкĕрни аванрах, мĕншĕн тесен хĕрарăм мĕн чухлĕ аслăрах — патологи пулас хăршулăх та ÿсет, аслăрах ÿсĕмре ачана та пăхса çитĕнтерме йывăртарах.

Репродуктивлă сывлăха хаклакан диспансеризацие çулталăкне пĕр хутчен тухма пулать.

Елена ЧАПУРИНА, Вăрмар районĕн тĕп больницин акушер-гинекологĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика