«Чăваш Ен 2030» - Чăваш Республикин социаллă-экономикăллă аталанăвĕн комплекслă программи. Вăл регионăн экономика, инфраструктура тата социаллă сфера аталанăвĕн стратегине палăртать. Вĕрентÿ енĕпе илес пулсан, 2030 çул тĕлне тĕп юсав ыйтакан пур шкула та юсама, 5100 ачалăх 7 çĕнĕ шкул хута яма планланă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çитес çулта регионта шкулсене 4 хута яхăн ытларах юсассине пĕлтернĕ. Регион Пуçлăхĕн пуçарăвне пула 2021 çулта федераци программинчен пĕр çулталăк маларах ĕçе пуçласа, республикăри вĕрентÿ инфратытăмне лайăхлатма шкулсене масштаблă модернизацилеме тытăннă. Çак тапхăрта тĕплĕ юсав ĕçне 111 вĕренÿ заведенинче пурнăçланă. Инвестицисен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 7,3 млрд тенке яхăн пулнă, унта 4,6 млрд — федераци бюджетĕнчен, 2,7 млрд — республика хыснинчен тăкакланă.
