Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен строителĕсене асăнмалли куна халалласа Шупашкар хулинче торжествăллă мероприяти иртнĕ. Унта Вăрмар округĕн делегацийĕ те хутшăннă.
Мероприяти вăхăтĕнче ятарлă çар операцийĕн пĕрремĕш кунĕсенченех пирĕн салтаксене пулăшакан ырă кăмăллă волонтерсене чысланă. Вĕсен хушшинче — Вăрмар муниципаллă округĕн Обществăлла Палатин председателĕ Людмила Голубева. Людмила Николаевнăна ятарлă çар операцийĕн участникĕсене пулăшас ĕçе пысăк тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Тав çырăвĕпе наградăланă.
