Çар операцийĕ малаллах пырать, апла пулсан пирĕн енчен кÿрекен пулăшу та лăпланса лармалла мар. Эпир хамăр енчен мĕн килнине тума тăрăшатпăр, энĕшпуçсене ыттисене те чĕнсе калатпăр. Хальхи вăхăтра ялти культура çуртĕнче тăрăшсах маскировка сеткисем çыхатпăр. Кунта эпир 2023 çулхи ноябрь уйăхĕнчех ĕçлеме пуçланă, ачасем ĕçе хăнăхчăр тата салтаксен нушине ытларах ăнланччăр тесе ĕçе шкула куçартăмăр. Çавăнпа та пĕлтĕр хĕлле ял-йыш сетка çыхма шкула çÿренĕ.
Халĕ сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ĕçе культура çуртĕнче пуçарса ятăмăр. Черетлĕ отпуска килекен хамăрăн ентешсене çак хÿтлĕх сеткисене парса ярас тесе ĕлкĕртессишĕн хăвăртлăха ÿстерсе икĕ сменăпа çыхатпăр. Акă иртнĕ кунсенче çар операцине хăй ирĕкĕпе хутшăнакан Павел Прокопьевран 5 сетка парса ятăмăр. Ĕлкĕртес тесе питĕ хăвăрт çыхрăмăр. Халĕ Петр Кириллова парса яма çине тăрсах хатĕрлетпĕр. Районти ытти ялсенчен вăрçа кайнă салтаксене валли те çыхатпăр. Энĕшпуçĕнчен çар операцине хутшăнакан хамăрăн ентешсене кĕске отпуска килсен ялти культура çуртне сетка çыхнă çĕре чĕнсех тăратпăр. Ку хутĕнче те Павел Прокопьевпа, Петр Кирилловпа тĕл пулса калаçрăмăр. Петр пире службăри çăмăл мар пурнăçĕ, çĕнтерÿ йывăррăн килни çинчен, тылри пулăшу салтаксемшĕн çав тери пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа пачĕ. Салтаксем сетка çыхакансене пархатарлă ĕçшĕн тав турĕç. Çакăн пек куçа куçăн тĕл пулса калаçсан вĕсен нушине тата та ытларах туятпăр эпир, сетка çыхакансем. Аслăрах ÿсĕмрисем культура çуртне кăнтăрла иртсен пĕр сехет валли, ĕçе çÿрекенсем каçхине 18.30-19.00 сехетсенелле пыраççĕ маскировка сетки çыхма. Федоровсем çемйипех хутшăнаççĕ, кашни кунах çÿреççĕ. Каçхине 23.00 сехетченех ĕçлетпĕр çапла. Апла пулсан та çын сахалрах çÿрет-ха, ыттисене те чĕнетпĕр çак ĕçе хутшăнма, активлăрах пулма!
Татьяна МИХАЙЛОВА, Энĕшпуçĕнчи культура çурчĕн культорганизаторĕ
