FedorovГ.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 2 «Д» класра ятарлă çар операцийĕн участникĕпе — çак клас­ра вĕренекен Златослава Федоровăн ашшĕпе Сергей Федоровпа тĕлпулу иртрĕ.

Сергей Владимирович Федоров — Лăпкă тинĕс флочĕн Курскри Жуков ячĕллĕ 155-мĕш уйрăм гварди бригадин гварди матросĕ. Тĕлпулу вăхăтĕнче вăл хăйĕн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, хăйĕн бригадин пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, ачасене кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ.

2 «Д» класра вĕренекенсем хăйсен класс руководителĕпе Е.Г. Николаевăпа тата ашшĕ-­амăшĕсемпе пĕрле çар служби пыракан вырăна таврăнма хатĕр­ленекен Сергей Владимировичăн бригадине гуманитари пулăшăвĕ кÿрес терĕç. Ачасем салтаксем патне çырусем çырчĕç, вĕсене валли ÿкерчĕксем хатĕрлерĕç, «Чебурашка» талисман — ăнăçупа ырăлăх символĕ — ăсталарĕç, çавăн пекех пылак парнесем парса ячĕç.

СВОра пирĕн çĕршывăмăра хÿтĕлекен салтаксене çирĕп сыв­лăх, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, ăнăçу, килĕсене хăвăртрах Çĕнтерÿпе таврăнма сунатпăр!

Елена НИКОЛАЕВА, 2 «Д» класс руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика