photo 2025 10 27 14 11 19Октябрь уйăхĕн 22-мĕшĕ — Раççейре уйрăмах паллă дата. Çулсерен çак кун çĕршывра «Шурă тăрнасен кунĕ» паттăрлăх акцийĕ иртет.

«Шурă тăрна» символ хăюллă салтаксен таса, ырă чунĕсене сăнлать, мирлĕ пурнăçшăн кар тăмаллине палăртать, паттăрсем çĕршыва хÿтĕлесе хăйсен пурнăçне шеллемесĕр пуçĕсене хунине аса илтерсе тăрать пире.

РФ Федерацин хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н. Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 1-мĕш класра вĕренекенсемпе класс руководителĕ калаçу ирттерчĕ, Шурă тăрнасен кунĕ пирки каласа пачĕ. Ачасем çак ырă акцие хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем хутран шурă тăрнасем касса кăларчĕç, тăрнасене мирлĕ пурнăçшăн яланах сыхă тăма ыйтрĕç.

Надежда НИКОЛАЕВА, пуçламăш классене вĕрентекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика