Бюджет ыйтăвĕсем

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашĕн президиумĕпе тата депутачĕсемпе ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулура регионăн çитес виçĕçуллăх бюджетне йĕркелес ыйтусене сÿтсе явнă.

«Иртнĕ çулсенче никĕсленнĕ ырă туртăмсем упранса юлнине кăна мар, вăй илсех пынине те куратпăр. Бюджетăн пирвайхи тÿрлетĕвĕ вăхăтĕнчех çакă укçапа çирĕпленесси пирки иккĕленместĕп. 2026-2028 çулсен бюджетĕн­чи ориентирсем улшăнмаççĕ: социаллă обязательствăсене пĕр пăркаланмасăр тÿрре кăларасси — çак шута чи малтан ятарлă çар операцине хутшăннисем тата вĕсен çемйисем кĕреççĕ, наци проекчĕсене пурнăçласси, çавăн пекех экономикăн тĕп отраслĕсене пулăшасси, инфратытăма аталантарасси», — тенĕ Олег Николаев. Саккун проектĕнче республика бюджечĕн 2026-2028 çулсенчи тупăшĕ 313,4 млрд тенкĕпе танлашассине палăртнă. Çитес çул пирки уйрăммăн калас пулсан — ку виçе 108 млрд тенкĕрен иртмелле.

Патшалăх пулăшăвĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ЧР Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырăвĕнче: «Йăлана кĕнĕ ăс-хакăлпа кăмăл-сипет хаклăхĕсен никĕсĕ — культура», — тесе палăртнă. Культурăна ялта аталантарма вара специалист кирлĕ. Ялта ĕçлес тĕллевлисем «Земство культура ĕçченĕ» программăна хутшăнма пултараççĕ. Специалист миçе çулта пулни пĕлтерĕшлĕ мар. Анчах культура енĕпе ятарлă пĕлÿ кирлĕ. Кăçал республикăра 22 çын документ тăратнă. Вĕсенчен 7-шне конкурспа суйласа илнĕ. Патшалăх паракан 1 миллион тенкĕпе хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ.

Цифра технологийĕсем

Çак кунсенче Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне» агропромышленноç куравĕн тĕп теми аграри секторĕн цифровизацийĕпе çыхăннă пулнă. Цифра технологийĕсене ял хуçалăхне кĕртессипе Чăваш Ен Раççей регионĕсем хушшинче 4-мĕш вырăнта. Тĕслĕхрен, Чăваш патшалăх аграри университечĕн ученăйĕсем Раççейре пĕрремĕш пулса хăмлан ДНК-паспортне тата хăмла ĕçĕ валли план тумалли цифра программине хатĕрленĕ, роботсем ĕçлекен тата энергоэффективлă фермăсем хăйсен ĕçне пурнăçлаççĕ тата ытти те. «Цифра трансформацийĕ пулăшнипе 7500 çĕнĕ ĕç вырăнĕ тунă, 15 промышленноç роботне хута янă. Çак курава хутшăнни Чăваш Республикин çĕршыври аграри рынокĕнчи вырăнне çирĕплетессе шанатпăр», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Ĕçпе тивĕçтересси

Кăçалхи октябрь уйăхĕн тĕлне Вăрмарти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра 148 çын ĕç шыраса пынă. Октябрь уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕçсĕр 18 çын, пĕлтĕрхи çак вăхăтра 24 çын пулнă.

«БумБатл» акци иртет

Чăваш Енре ноябрь уйăхĕн 30-мĕшĕччен «БумБатл» акцин кĕрхи сезонĕ малалла тăсăлать. Çак вăхăт хушшинче кашниех çутçанталăка упраса хăварассипе хăйĕн тÿпине хывма тата акцие хутшăнма пултарать. Акцин сайчĕ çинче сирĕншĕн макулатура йышăнакан чи çывăх пункта тупмалла, кивĕ хута панă хыççăн илнĕ çи­­рĕп­летекен акта участникăн харпăр хăй кабинетне вырнаçтарса цифра сертификатне илмелле.

Республика кунĕ

Республикăра çак кун канмалли кун шутланать, чылай уяв мероприятийĕ иртет. Çулсерен Чă­ваш Республикинчи муниципалитетсем хушшинче Республика кунĕн тĕп площадки пулма тивĕçессишĕн ăмăрту иртет. Уявăн тĕп мероприятийĕсем çапла ăмăртура мала тухнă район центрĕнче тата республикăн тĕп хулинче, Шупашкарта, иртеççĕ. Республика кунĕнче Чăваш Республикин хулисемпе ялĕсенче тĕрлĕ культура мероприяти­йĕсем иртеççĕ, халăх йышлă уçăлса çÿрет. Çак кун республикăна Раççей регионĕсенчи делегацисем, ют çĕршыври хăнасем килеççĕ.

Субсидие анлăлатнă

Чăваш Республикин Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕпе «Кадрсем» наци проекчĕн мероприятийĕсене пурнăçлассипе канашлу ирттернĕ.

Мероприятие Раççей Социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн руководителĕ Валерий Николаев та хутшăннă. Уйрăмах хÿтлĕх кирлĕ граждансене ĕçе вырнаçтармалли механизмсем тĕп тема пулнă. Канашлăвăн ытларах пайĕ инвалидсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе çыхăннă. Участниксем Раççей Федерацийĕн Социаллă Фончĕн хушăвне кĕртнĕ улшăнусене сÿтсе явнă. Малашне ĕçпе тивĕçтерекенсем субсидие ĕçе илекен инвалида валли ĕç вырăнĕ хатĕрлеме кăна мар, ятарлă çар операцине хутшăнса инвалид пулса тăнă предприяти ĕçченĕ валли те илейрĕç.

Çул-йĕре юсанă

Тикаш ялĕнче Комсомольски урамĕнчи 10-мĕш çурт патĕнчен пуçласа 15-мĕш çурт таран, çавăн пекех 35-мĕш çурт патĕнчен пуçласа ял çумĕпе каякан автоçул таран çул-йĕре вак чул сарса юсанă. Юсанă çул тăршшĕ — 275 метр, сарлакăшĕ — 3,5 метр. Ĕçсене Канаш округĕн­чи «Макаров А.Н.» уйрăм çын предприниматель пурнăçланă. Юсав ĕçĕсен пахалăхне строительство контролĕн представителĕ А.В.Никитин пырса тĕрĕсленĕ.

ЗАГС пайĕ пĕлтерет

Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн ЗАГС пайĕн даннăйĕсем тăрăх, 2025 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче пирĕн округра 56 ача çуралнă, 237 çын пурнăçран уйрăлса кайнă, 31 мăшăр çемье çавăрнă, 10 мăшăр уйрăлма шутланă.

Аталану докуменчĕ

Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Стратегийĕ — регионăн вăрăм сроклă аталанăвĕн докуменчĕ. Унăн мероприятийĕсем халăхăн пурнăç пахалăхне тивĕçлĕ шайра тытассипе, республикăн экономика потенциалне, конкурентлăхне ÿстерессипе çыхăннă.

Стратегире палăртнă тĕллевсем хушшинче — ĕçсĕрлĕх шайне çулсерен чакарса пырасси. ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин даннăйĕсем тăрăх, хальхи вăхăтра ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру стабильлĕ, регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,4 процентпа танлашать.

Тутăр çыхнă

Чикĕ леш енче пурăнакан хĕрарăмсен Пĕтĕм тĕнчери форумĕ шайĕнче Махачкалара «Тутăр — мир символĕ» акци иртнĕ.

Мероприятие Раççей халăхĕсен çурчĕн руково­ди­телĕ А.Полежаева, çавăн пекех СВОра пуçне хунă салтаксен амăшĕсемпе тăлăх мăшăрĕсем, Дагестанри хĕрарăмсен Союзĕн представителĕсем хутшăннă. Вĕсем культурăпа йăла-йĕркене, мирпе килĕшĕве упраса хăварассин пĕлтерĕшне палăртса Дагестан тутăрĕсене çыхнă, мĕншĕн тесен мĕн авалтан тутăр хĕрарăм çепĕçлĕхне тата яланах пулăшма хатĕррине пĕлтернĕ, мир символĕ пулнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика