Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче Мускавра «Раççей наци центрĕнче» Пĕтĕм Раççейри «Раççейĕн хальхи музыка картти» фестивалĕн гала-концерчĕ иртĕ.

Ку проект çĕршыври композиторсене пĕр­лештерет. Пĕр каçра куракансем пур регионăн музыка культурипе паллашма пултарĕç. Кĕвĕ хайлавĕсене Юрий Башмет ерт­се пыракан «Çĕнĕ Раççей» патшалăх симфони оркестрĕ тата Людмила Зыкина ячĕллĕ «Раççей» вырăс халăх ансамблĕ шăрантарĕç. Çавăн пекех хор тата ташă ушкăнĕсем хутшăнĕç. Ятарлă хăнасем — Шаман тата Татьяна Куртукова. Тĕрлĕ халăхăн кĕвĕ инструменчĕсем концерта тата пуянлатĕç. «Раççейĕн хальхи музыка картти» проект Чăваш Енре пуçланнă. Июнь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Дмитрий Тетель композиторăн чăваш халăх юррисене /«Ташши-ташши», «Вĕç-вĕç, куккук», «Алран кайми»/ тĕпе хурса хатĕрленĕ увертюрине лартнă. Людмила Зыкина ячĕл­лĕ ансамбль ăна Хĕрлĕ тÿремре Раççейĕн тĕрленĕ карттин музейĕ умĕнче шăрантарнă.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика