Ноябрĕн 10-мĕшĕнче шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсем, çав шутра РФ ШĔМĕн «Урмарский» уйрăмĕн ĕçченĕсем те, професси уявне кĕтсе илеççĕ. Ку хутĕнче эпир сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем, юбкăллă полици сотрудникĕпе — РФ ШĔМĕн «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕн заместителĕпе — полици сотрудникĕсен йышĕпе ĕçлекен ушкăнăн руководителĕпе, аслă лейтенантпа Анастасия Валерьевна Родзяновăпа паллаштаратпăр. Икĕ аслă пĕлÿ илнĕ вăл, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчен истори учителĕ, хушма вĕрентÿ педагогĕ тата В.С.Черномырдин ячĕллĕ Мускаври патшалăх уçă университечĕн Шупашкарти филиалĕнчен юрист специальноçсемпе вĕренсе тухнă. Вĕрентÿ заведенийĕсене иккĕшне те йăлтах «5» паллăсемпе вĕренсе пĕтернĕ.![]()
Анастасия Валерьевна Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, районти полици уйрăмĕнче 2019 çултанпа ĕçлет, çак вăхăт хушшинче вăл хăйĕн тăрăшулăхĕпе яваплă, активлă, кирек епле йывăрлăха та çĕнтерсе ума лартнă тĕллеве пурнăçлама пултаракан, ĕçшĕн чунтан çунакан сотрудник пулнине çирĕплетсе пачĕ. Кадрсемпе, вĕсемпе çыхăнннă ĕç-хĕле тытса пырасси — тĕп тивĕçĕ унăн, çĕнĕ кадрсем шыраса службăна илесси, профориентаци ĕçне йĕркелесе çамрăксене Раççей Шалти ĕçсен министерствин аслă вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме ярасси, полици уйрăмĕнчи обществăлла пурнăçа, спорт мероприятийĕсене йĕркелесси тата ыттине те пурнăçлама тивет. Сотрудниксене должноçре çирĕплетесси, командировкăсене ярасси, ĕçе илнинчен пуçласа ĕçрен кăларасси таранах Анастасия Валерьевнăпа çыхăннă.
Вăрттăнлăх мар ĕнтĕ, полици уйрăмĕнче кадрсем çитмеççĕ. Хальхи вăхăтра темиçе çын ĕçне туса пыма тивет унăн.
«Пирĕн ĕç çăмăл мар пулин те, мана килĕшет. Йывăрлăхсене çĕнтерме юрататăп. Хăш чухне ывăнса çитсессĕн те хам ăшра: «Кам-ха, эпĕ мар пулсассăн?» - тетĕп те малаллах талпăнатăп», - тет Анастасия Валерьевна. Аслă классенче вĕренекен шкул ачисемпе профориентаци ĕçне активлă тытса пырать тăрăшуллă сотрудник, Раççей Шалти ĕçсен министерствин аслă вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕмелли йĕркепе паллаштарать, пулăшать. Ку енĕпе активлă ĕçленĕрен, акă, пирĕн районта кăçалхи 5 выпускник Раççей ШĔМĕн вĕрентÿ заведенийĕсене вĕренме кĕнĕ.
Анастасия Валерьевнăн профессире çитĕнÿсем пулсах тăччăр, кулленхи ĕçе малашне те хавхаланупа пурнăçламалла пултăр.
Эвелина МИХАЙЛОВА
