Чăваш Республикинче, çĕршыври кашни регионти пекех, Пĕтĕм Раççейри Х-мĕш «Пысăк этнографи диктанчĕ» çутĕç акцийĕ пырать. Вăл ноябрĕн 1-мĕшĕнче старт илнĕ те ноябрĕн 8-мĕшĕччен тăсăлĕ, унта онлайн тата офлайн форматсемпе хутшăнма пулать.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансене Диктанта хутшăнма чĕнсе каланă май кăçал ăна вăл онлайн çырнине палăртнă. «Хальхинче эпĕ ăна онлайн-форматпа çыртăм. Чăвашсен, тутарсен, пушкăртсен пиçиххи çыхса иртекен кĕрешÿпе çыхăннă ыйту уйрăмах асра юлчĕ. Эпир спортăн наци тĕсĕсене тĕллевлĕн аталантаратпăр, тренировкăсемпе ăмăртусем валли условисем йĕркелетпĕр. Çак проект Раççей халăхĕсен историне тата культура пуянлăхне хаклакансене пĕрлештерет, пирĕн çĕршыв мĕнешкел аслă тата тĕрлĕ енлĕ пулнине ăнланма пулăшать. Эпир йăла-йĕркене тирпейлĕн упратпăр тата çамрăк ăрăва та хамăрăн культурăна юратма хăнăхтаратпăр», — тенĕ вăл.
Акцие хутшăнма кая юлман-ха. Кăмăл тăвакансем Диктанта акцин официаллă сайтĕнче /www.miretno.ru.\ ноябрĕн 8-мĕшĕччен онлайн çырма пултараççĕ. Акцие 2025 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕнче, пĕтĕмлетĕç.
Пĕлме: Диктант организаторĕ — Национальноçсен ĕçĕсен федераллă агентстви. 2024 çулта акцие республикăра пурăнакан 26 000 çын хутшăннă. Диктанта Раççейре тата ытти çĕршывсенче пурăнакансем пурте — миçе çултине, мĕнле пĕлÿ илнине, мĕнле халăх çынни пулнине, мĕнле тĕне тытса пынине пăхмасăрах — хутшăнма пултараççĕ.
