kadrРаççейĕн технологи процесĕпе экономика ÿсĕмĕ квалификациллĕ специалистсенчен тÿрремĕнех килет. Вĕсем — экономикăн кашни секторĕнчи предприятисен /социаллă сферăран пуçласа инновациллĕ тата технологи компанийĕсем таран\ аталантаракан вăйĕ. Производствăсемпе отрасльсен ĕçĕ-хĕлĕ шăпах вĕсен пĕлĕвĕпе хăнăхăвĕсенчен килет.

Ертсе пыракан компанисене кирлĕ специалист пулма «Кадрсем» наци проекчĕ пулăшать. Хальхи саманари экономика валли кадрсем хатĕрлес ĕçре шкул ачисен профориентацийĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.

Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕш­ле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 11 «Т» клас­ра вĕренекенсем хăйсен класс руководителĕпе Л.Н. Петровăпа «Пуласлăха — билет» профориентаци проекчĕ тата Проф­ориентаци эрни шайĕнче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче пулса курчĕç. Профориентаци занятийĕ вăхăтĕн­че шкул ачисем патшалăх управленийĕн сферипе паллашрĕç.

Заняти вăйă евĕрлĕ иртрĕ. Вĕренекенсем патшалăхăн влаç органĕсемшĕн кăтартуллă административлă, управлени тата ытти функцисене тишкерсе ăса хывма пултарчĕç. Патшалăх служащийĕ пулас тесен мĕнле пĕлÿ илмеллине, мĕнле ĕçлемеллине пĕлчĕç.

Çавăн пекех пулас выпускниксем валли экономика факультечĕн вĕрентÿ аудиторийĕсем, лабораторийĕсем, студентсен кану вырăнĕсем тăрăх экскурси пулчĕ.

Шкул ачисем палăртнă тăрăх, профориентаци занятийĕ вĕсене студентсен пурнăçĕпе çывăхрах паллашма, аслă пĕлĕвĕн пысăк пĕл­терĕшне ăнланма пулăшрĕ.

Любовь ПЕТРОВА, 11 «Т» класс руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика