photo 2025 10 30 20 55 24Вăрмарти «Колосок» ача садĕнчи «Ромашка» аслă ушкăн воспитанникĕсем педагогсемпе вĕренекенсен пултарулăхĕн регионсем хушшинчи «Хавхалану» фестиваль-конкурсĕн активлă участникĕсем пулса тăнă. Мероприятие аслă чăваш педагогĕн Иван Яковлевич Яковлевăн сумлă ĕçне тивĕçлĕн тăсаканне, ученый-педагога, этнопедагогика никĕслевçине Геннадий Никандрович Волкова халалланă. «Колосок» воспитанникĕсем конкурсра «Инсценировка» номинацире хутшăннă. Ачасем Геннадий Волковăн «Йăваш чăвашпа усламçă» ăса вĕрентекен юмахне хаваспах, тулли кăмăлпа лартса парса фестиваль-конкурсăн призерĕсем пулса тăнă.

Республика шайĕнче иртнĕ мероприятие хутшăнни ачасене çĕннине пĕлме, тăван тăрăха, тăван чĕлхене, культурăна юратнине палăртма, пултарулăх енчен аталанма май пачĕ. Конкурс ачасемшĕн, вĕсен ашшĕ-амăшĕсемшĕн те чăн-чăн хавхалану çăлкуçĕ пулса тăчĕ. Воспитательсемпе пĕрле ашшĕ-амăшĕсем те активлă хутшăнчĕç ачасене çак конкурса хатĕрлеме. Малашне те çитĕнÿсем тумалла пултăр, ачасем пултарулăхра палăрни — пирĕншĕн пуриншĕн те пысăк савăнăç!

Лира КОВАЛЕВСКАЯ, «Колосок» ача сачĕн музыка руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика