Вăрмар округĕнче Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне паллă турĕç. Савăнăçлă мероприяти Вăрмарти Культура çуртĕнче иртрĕ. Унта ял хуçалăх предприятийĕсен руководителĕсем, хресчен-фермер хуçалăхĕсен, уйрăм хушма хуçалăхсен пуçлăхĕсем, производствăра малта пыракансем, ял хуçалăх отраслĕн ветеранĕсем, территори пайĕсен начальникĕсем, Вăрмар округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те пулчĕç. Хăйсен тăван çĕрне хисеплекен, наци йăли-йĕркине ăруран ăрăва куçарса пыракан ĕçченсем ăшă саламлă сăмахсене тивĕçрĕç çак паллă кун.
Уява хатĕрленсе культура çурчĕ умĕнче ял тăрăхĕсем кĕр парнисен, ал ĕç ăстисем тунă япаласен куравне йĕркеленĕ. Çавăн пекех фойере Вăрмарти тĕп библиотекăн, Ача-пăча искусство шкулĕн, «Родничок» ача сачĕн куравĕсем те пулчĕç.
Мероприяти çĕр ĕçченĕсен гимнне — «Алран кайми» юрра пурте ура çине тăрса итленинчен пуçланчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов округри ял хуçалăх ĕçĕнчи кăçалхи кăтартусемпе паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, округ территорийĕнче 9 ял хуçалăх предприятийĕ, 69 хресчен-фермер хуçалăхĕ, 2 ял хуçалăх потребкооперативĕ, 10360 уйрăм хушма хуçалăх ĕçлет. Хăйсен çине ĕçлекенсем /самозанятые\ кăçал 100 ытла çын регистрациленнĕ. Çак категоринчи граждансене 3 350 252 тенкĕ субсиди уйăрса панă.
2025 çулта аграрисем 100 млн ытла тенкĕлĕх ял хуçалăх техники туяннă. Пĕрчĕллĕ культурăсене кăçал 15,5 пин гектар çĕр çинче акса туса илнĕ, 60,2 пин тонна тырпул çапса тĕшĕленĕ. 407,5 гектар çинчен 16,1 пин тонна çĕрулми пуçтарса илнĕ. 40 гектар çинчен 90 тонна хăмла татнă. Хăмла çитĕнтерессипе Вăрмар округĕ республикăра 1-мĕш вырăнта.
Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен отрасль пирки калас пулсан, округри хуçалăхсенче кăçалхи 9 уйăхра 625,315 тонна аш-какай туса илнĕ, 5999,520 тонна сĕт суса илнĕ. Мăйракаллă шултра выльăх шучĕ 3809 пуçпа танлашать, çав шутра ĕнесем — 1607 пуç.
Тирпейлекен промышленность предприятийĕсем производство ĕçне малалла аталантараççĕ. «Общепит» тулли мар яваплă общество, Вăрмар райповĕ халăхпа активлă хутшăнса ĕçлеççĕ. Кăçалхи 9 уйăхра организаци 18 млн ытла тенкĕлĕх 250 тонна продукци туяннă. Вăрмарти тырă йышăнакан предприятин склачĕсене пахалăхлă тырăпа тултарнă, унта 5,4 пин тонна тырă упрама хунă.
Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Республикин хăй çÿрекен машинăсен тата ытти техникăн техникăлла лару-тăрăвне тимлекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей пухăннисене уявпа саламларĕç. Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность пирĕн çĕршыв экономикин хăрушсăрлăхĕн никĕсĕ пулнине, çак отрасльте тăрăшакансем пысăк хисепе тивĕçнине палăртрĕç, вĕсене чĕререн тав турĕç. Мероприятинче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов вăрмарсен ячĕпе янă саламлă çырусене те вуласа пачĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе лайăх кăтартусемпе палăрнă хуçалăхсен руководителĕсене тĕрлĕ наградăсемпе хисеплерĕç. 2025 çулхи ĕççинче палăрнă тата çĕрсене эффективлă усă курнă хуçалăхсем хушшинче «Ямуков Г.Н.», «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем, «Свебрата» тулли мар яваплă общество, «Иванова О.А.», «Владимиров Г.В.», «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем чи пултаруллисем пулнă. Çĕрулми çитĕнтерессипе «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ, «Каспий-Агро» тулли мар яваплă общество, «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕ тухăçлă ĕçленĕ.
«АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество хăмла çитĕнтерес ĕçре çитĕнÿсем тунă. Аш-какай туса илессипе «Средний Аниш» тулли мар яваплă общество, «Иванов В.А.», «Иванов Н.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем палăрнă. Сĕт суса илессипе «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхне çитекенни пулман. Асăннă хуçалăхсен руководителĕсене Дипломсемпе наградăларĕç.
Чăваш Республикин хăй çÿрекен машинăсен тата ытти техникăн техникăлла лару-тăрăвне тимлекен патшалăх инспекцийĕн начальникĕ Владимир Димитриев ял хуçалăхĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракан ĕçченсене ЧР Ял хуçалăх министерствин наградисемпе чысларĕ. «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Владимир Обручков тракторист /комбайнер\ — Хисеп грамотине, «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Николай Васильев механизатор — Тав хутне, Александр Артемьев тракторист — Хисеп грамотине, Станислав Соборов тракторист — Тав хутне, «Средний Аниш» тулли мар яваплă обществăри Анатолий Семенов тракторист — Хисеп грамотине тивĕçрĕç. Унсăр пуçне хресчен-фермер хуçалăхĕсен пуçлăхĕсене те — Николай Иванова Хисеп грамотипе, Александр Дмитриева Тав хучĕпе наградăларĕ.
Ытти наградăсем те пулчĕç. Чи тăрăшуллă механизаторсене, комбайнерсене, ветеринарсене тата ытти ĕçченсене Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем, парнесем парса чысларĕç. Уяв тĕлне йĕркеленĕ
«Ялта чи лайăххисем» республика шайĕнчи конкурсăн муниципалитетри тапхăрĕн çĕнтерÿçисене те – пултаруллă ачасене – тĕрлĕ номинацисенче наградăларĕç.
Мероприятие чăваш эстрада юрăçин Сергей Лекеровăн, Вăрмар юрăçисен Юрий Николаевпа Андрей Игнатьевăн савăнăçлă концерчĕ, «Колосок» ача сачĕн воспитанникĕсен ташши илем кÿчĕç.
Ирина ДАНИЛОВА
