2025 çултан пуçласа ятарлă çар операцийĕн ветеранĕсен Раççей Социаллă фончĕн центрĕсенче медицина реабилитацийĕ енĕпе тÿлевсĕр пулăшу илме тата санаторинче е курортра сипленме право пур. Реабилитаци мĕн чухлĕ пырасси медицина кăтартăвĕсенчен килет, 25 кун таранччен иртме пултарать. Санаторипе курортри сиплев 21 кун пырать, унта çулталăкне пĕр хутчен сипленме пулать.
Пулăшусемпе усă курас тесен заявленине Социаллă фондăн хуть те хăш клиент службинче е нумай функциллĕ центрсенче, медицина организацийĕсенче, Патшалăх пулăшăвĕн порталĕ /Госуслуги/ урлă пама пулать. Йышăнăва специалистсем икĕ ĕç кунĕ хушшинче пăхса тухаççĕ, çакăн хыççăн мĕн йышăннине заявителе пĕлтереççĕ.
Реабилитаци центрĕсене янă чухне ветеранăн сывлăхне хаклакан медицинăпа социаллă экспертиза даннăйĕсене шута илĕç. Енчен те ăна маларах тĕрĕслемен тата инвалидноç пуррине палăртман пулсан, реабилитаци центрĕнче диагностика ирттернĕ хыççăн сиплев курсĕ ирттереççĕ. Раççей Геройĕ званиллĕ СВО участникĕсем е пĕрремĕш ушкăн инваличĕсем Социаллă фондăн реабилитаци центрĕсенче сипленмешкĕн направление черетсĕрех илме право пур.
Çавăн пекех ветерансен реабилитаци тата санаторипе курорт сиплевĕ меллĕрех ирттĕр тесе реабилитаци центрне çитме тата каялла таврăнма çул укçи тăкакĕсене те компенсацилеççĕ. Унсăр пуçне СВО ветеранĕ пĕрремĕш ушкăн инваличĕ пулсан е ветерана пăхакан тепĕр çын кирлĕ пулсан ăна та пĕрле илме май пур. Ветеранпа пĕрле пулакан çыншăн та Соцфонд тăкаксене хăйĕн çине илет.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА, Раççей Социаллă фончĕн Вăрмар районĕнчи клиент службин руководителĕ
