Хĕрлĕçыр ялĕнчи клубра Тăван çĕршывăмăрăн хÿтĕлевçине — ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе хутшăнакан Олег Андреевич Васильева халалласа тĕлпулу каçĕ иртрĕ. Хальхи вăхăтра Олег Андреевич тăван ялĕнче кĕске отпускра, эпир ăна курма пурте питĕ хавас пултăмăр.
Тĕлпулу каçĕ ăшă та туслă лару-тăрура иртрĕ. Шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне хыпарсем каласа парса, тĕрлĕ пулăмсене аса илсе вăхăт мĕнле иртни те сисĕнмерĕ. Хаваслă кулă, ырă та ăшă сăмахсем тĕлпулу тăршшĕпех илтĕнсе тăчĕç.
Олег Андреевич çĕршыв умĕнчи тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать, çирĕп дисциплинăпа, хăюлăхпа палăрса тăрать. Çарти руководстви унăн ырă енĕсене палăртса пĕрре мар наградăланă.
Олег Андреевичăн отпускĕ тухăçлă иртессе, вăл çывăх çыннисемпе тата тăванĕсемпе юнашар канса вăй илессе шанатпăр. Салтака çирĕп сывлăх, ăнăçу, тăван тăрăха часрах Çĕнтерÿпе таврăнма сунатпăр.
Çак тĕлпулăва хутшăннă çынсене тавах! Пирĕн чĕресенче ăшăлăхпа ырăлăх, туслăх валли яланах вырăн пултăр, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнар.
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ
