photo 2025 11 04 16 12 56Кĕрхи каникулăн шутлă кунĕсем вĕçленчĕç. Шкул ачисен çĕнĕ вăйпа парттăсем хушшине ларма вăхăт çитрĕ.

Чылай шкулта каникул вăхăтĕнче лагерь ĕçлерĕ. Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин аслă лейтенанчĕ А.Н. Николаев ячĕллĕ Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта та «Семицветик» ятлă лагерь ĕçлерĕ. Кашни кунах шкулта ача-пăча сасси янăраса тăчĕ. Воспитательсем ачасемпе интереслĕ, усăллă тĕрлĕ мероприятисем ирттерчĕç.

Лагерьти юлашки кун вара ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ. Çак кун хаваслă мероприяти — «Кавăн уявĕ» иртрĕ. Чи малтан Н.Николаева вĕрентекен ачасем кавăн çинчен мĕн пĕлнине тĕпчесе пĕлчĕ. Ачасем тÿрех «Золушка» юмахри асамçă каретăна шăпах та кавăнран тунине аса илчĕç. Часах ачасем ĕçе тытăнчĕç. Пĕрисем хитре ÿкерчĕксем ÿкерчĕç, теприсем кавăн тĕшшипе усă курса илемлĕ аппликацисем хатĕрлерĕç, виççĕмĕшĕсем кавăнсене валли асамлă маскăсем ăсталаса парнелерĕç.

Ĕçе вĕçлесен курав йĕркелерĕç, пурте пĕр-пĕрин ĕçĕсене хак пачĕç. Кураври ĕçсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Савăнăçлă ачасем шкулти вĕрентекенсене куравпа паллашма йыхравларĕç.

«Маттур, ачасем! Эсир чăн-чăн çамрăк асамçăсем!» — мухтарĕç вĕрентекенсем ал ĕç ăстисене.

Надежда НИКОЛАЕВА, кĕçĕн классене вĕрентекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика