photo 2025 11 06 09 57 58Воспитани ĕçĕ мĕн пĕчĕкрен пуçланать. Тавралăха, çутçанталăка, унăн пулăмĕсене тĕпчесе ача аталанать, хĕллепе çуллан, кĕркуннепе çуркуннен уйрăм­лăхĕсене ăса хывать, кашни вăхăтăн илемне, хăйнеевĕрлĕхне курма хăнăхать.

Алăкран кĕркунне шаккасан, йăлана кĕнĕ йĕр­кепе, Вăрмар поселокĕнчи 1 номерлĕ «Березка» ача-пăча садĕнчи кашни ушкăнра çулталăкăн çак вăхăтне халалласа савăнăçлă мероприятисем — утренниксем иртеççĕ. Кĕçĕн ÿсĕмри ачасен «Семицветик» ушкăнĕнче те кĕркунне çитнĕ ятпа хаваслă уяв йĕркелесе ирттертĕмĕр.

Капăр тумланнă ачасем, пĕчĕккĕ пулин те, ашшĕ-амăшне хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Кĕркунне илемне палăртса юрăсем юрларĕç вĕсем, тулли кăмăлпа ташларĕç, вăйăсем те вылярĕç. Ачасем патне хăнана хĕрлĕ-сарă тумлă Кĕркунне килсе çитрĕ, кашнине кĕр парнисемпе сăйларĕ.

Мероприяти пирĕн воспитанниксен асĕнче лайăххипе кăна юлĕ тесе шанатпăр.

Марина ИВАНОВА, Наталья КОНСТАНТИНОВА, воспитательсем,

Ирина НИКОЛАЕВА, музыка руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика