Хĕл çывхарса пырать, кĕçех пĕрремĕш юр çĕре шуратĕ, юханшывсем, кÿлĕсем, пĕвесем çÿхе пăрпа витĕнме пуçлĕç. Çанталăк улшăннă вăхăтра шыв таврашĕсенче тимлĕхе пушшех ÿстермелле. Пăхсан хытă та хулăн курăнать пулин те кĕрхи пăр шанчăксăр, çавăнпа хăрушсăрлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Пăр çине кĕриччен малтан вăл мĕнлерех пулнине сăнăр. Унăн хулăнăшĕ 7 см тата тĕсĕ симĕсрех пулсан вăл çуран çыншăн хăрушă мар. Çирĕплĕхне урапа тапса тĕрĕслемелле мар. Пĕрре çапса-тĕксе пăхнипех кăшт та пулин шыв тухрĕ пулсан — пăр çÿхе, ун тăрăх утма хăрушă. Хăвăр йĕрпе тÿрех каялла таврăнăр. Урасене пăр çинчен уйăрмасăр шутарса пымалла.
Пăр хулăнăшĕ пур çĕрте те пĕр пек пулмасть. Çыран хĕрринче, шыв хытă юхакан, çăлкуç тапакан вырăнсенче, пĕчĕк лупашка, вак тĕлĕнче, шурлăхлă вырăнсенче вăл çÿхерех.
Пулă тытнă чухне пысăках мар лаптăкра шăтăк нумай тумалла мар. Пĕрле пуçтарăнма, сикме е чупма юрамасть. Çанталăк начар чухне, юр е çумăр çунă, тĕтре тăнă вăхăтра пăр çине кĕмелле мар. Ачасене пĕве-кÿлĕ çывăхне, пулла е конькипе ярăнма ан ярăр. Хăйсем тĕллĕн пăр çине тухнин, ашкăннин хăрушлăхне вĕсене тĕслĕхсемпе, ăса хывăнмалла ăнлантарăр. Ачана тимлĕхе пĕчĕкрен вĕрентĕр.
Енчен те эсир сивĕ шыва кĕрсе ÿкрĕр пулсан мĕн тумалла-ха? Чи малтанах хăвăра алла илме тăрăшмалла. Алăсене ик еннелле сарса пăр хĕрринчен тытăнмалла, майĕпен-майĕпен пăр çине кăкăрпа хăпарса выртмалла, унтан урасене те пĕрин хыççăн теприне пăр çине хăпартмалла. Пăр чăтать пулсан ерипен çыран хĕрринелле упаленмелле. Хăш енчен утса килнĕ, çав еннеллех упаленĕр.
Енчен те урăх çын пăр айне кĕрсе ÿкнине курсан ăна мĕнле пулăшмалла? Алла вăрăм шалча, хăма е вĕрен тытмалла, вĕсем çук пулсан шарфа, пиçиххине, тумтире пĕр-пĕрин çумне вăрăммăн çыхма пулать. Çак пулăшмалли хатĕрсене малалла тĕртсе пырса, ал-урана сарса пăр тăрăх асăрхануллăн шумалла. Шыври çын патне темиçе метр çитмесĕр шалчана е вĕрене ывăтса памалла, ăна асăрхануллăн пăр çине туртса кăлармалла, вара пĕрле çыран хĕрринелле упаленмелле, хăш енчен килнĕ — çавăнталла. Йĕпеннĕ çынна ăшă çĕре илсе кĕмелле, тум-тирне хывмалла, ÿчĕ хĕреличченех хыттăн сăтăрмалла, вĕри чей ĕçтермелле. Эрех тавраш пама юрамасть, унсăрăн çын вилсе те кайма пултарать. Чрезвычайлă, хăрушă лару-тăрусенче 112 номерпе шăнкăравласа васкавлă службăсене чĕнсе илмелле.
Юрий ЕФИМОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн мобилизаци хатĕрлевĕн, ятарлă программăсен, граждан оборонин тата чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ
