Пушар – чи пысăк инкексенчен пĕри. Вăл пĕтĕм пурлăха кĕле çавăрать, чи хăрушши вара – инкекре этем пурнăçĕ татăлни. Çавăнпа та унран кирек хăш вăхăтра та сыхă пулмалла. Чи малтанах пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркине пăхăнмалла.

Пÿрте хутса ăшăтмалли электрокăмакасемпе асăрханса усă курмалла. Кил хуçалăхра кирек епле электрохатĕрпе те инструкцие вуланă хыççăн çеç усă курмалла. Килтен тухса кайнă вăхăтра пур электроприбора та сÿнтерсе хăварнине лайăх тĕрĕслесе тухмалла. Пÿртри, сарайсенчи, мунчари электропроводсен юсавлăхне тĕрĕслемелле, юсамалла, юрăхсăра тухсан вăхăтра улăштармалла.

Уйрăмах мунча хутса кĕнĕ чухне тимлĕхе çухатмалла мар. Мунча кăмакине чĕртсе янă хыççăн ăна пăрахса, калăпăр, е кÿршĕ патне, е лавккана кайма юрамасть. Çавăн пекех мунча кăмакисене те, мачча çинчи лару-тăрăва та пăхса тăмалла. Тĕтĕм е çулăм тухманнине сăнамалла. Мунча кăмакисене те йĕркене пăхăнса вырнаçтарса лартмалла.

Хальхи пурнăçра кашниннех кĕсъе телефонĕ пур. Ăна вара ытларах чухне каçхине, çывăрма выртас умĕн зарядкăна чикетпĕр. Пушартан сыхланас тесен ăна çĕр каçмалăх розеткăра хăварма юрамасть.

Пÿлĕмре пирус туртма юрамасть.

Вут-çулăм ярса илнĕ вăхăтра чи кирли тата пĕлтерĕшли — çухалса кайманни. Çав-çавах та тĕрлĕ сăлтавсене пула пушар тухсассăн «112» е «101» номерсемпе шăнкăравласа пулăшу ыйтмалла. Яланах тимлĕ, асăрхануллă пулăр!

Вăрмар муниципаллă округĕн надзор тата профилактика ĕçĕсен уйрăмĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика