f5503c3036304231935cded5f041a513Шупашкар хулинче Олимп резервĕн 2-мĕш номерлĕ спорт шкулĕнчи Хĕллехи спорт тĕсĕсен центрĕнче роликлă йĕлтĕрпе чупмалли хальхи йышши трасса уçнă. Çĕнĕ объекта искусственнăй юр тытăмĕпе тата биатлон валли стрельбищепе, видеосăнавпа, çутăпа тивĕçтернĕ.

Роликлă йĕлтĕрпе чупмалли трассăна уçма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннă.

«Объекта вĕçлеме тата уçма икĕ çула яхăн вăй хунă. Халĕ ĕнтĕ роликлă йĕлтĕрпе чупмалли хальхи йышши трасса йĕлтĕрçĕсемпе биатлонист­сене валли уçă. Чăваш Республики малашне те спорт инфратытăмне çĕнетсе пырĕ. Пирĕн спортсменсен, уйрăмах çамрăксен, хăйсен ăсталăхне ÿстерсе те ÿстерсе пыма пĕтĕм майсем пулччăр», — палăртнă вăл.

Роликлă йĕлтĕрпе чупмалли трасса тăршшĕ — 3969 метр. Кунта Раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусем ирттерме, спортсменсене çулталăкĕпех хатĕрлеме пулать. Биатлонпа йĕлтĕр спорчĕсĕр пуçне велоспортпа триатлона аталантарма та условисем пур.

Роликлă йĕлтĕрпе чупмалли трассăн строительствине 1,1 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă, çав шутра 730 млн тенкине федераци бюджетĕнчен, 428 млн тенкине республика бюджетĕнчен уйăрнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев спорт шкулĕ валли оборудованипе инвентарь туянма 15 млн тенкĕлĕх сертификат панă. Официаллă пай хыççăн массăллă чупу пулнă, унта 130 спортсмен хутшăннă.

ЧР ПА пресс-служби

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика