IMG 1873Вăрмарти тимĕрпе ĕçлекен предпринимательсем — Валентина Георгиевнăпа Владимир Василь­евич тата вĕсен ывăлĕсем Эдуард­па Андрей Павловсем çемйисемпех бизнес тытса пыраççĕ. Çул уçаканĕ, пуçламăшĕнче тăраканĕ — çемье пуçлăхĕ, Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Василь­евич Павлов. Вăл килти гаражра пуçарса янă ĕçе паянхи кун малалла ывăлĕсем — Эдуардпа Анд­рей тивĕçлĕн аталантараççĕ, çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса тăрăшса ĕçлеççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене те Павловсемпе ăннă темелле. СВО пуçланнăранпа вĕсем хĕрÿ вырăна волонтерсем урлă 50 ытла кăмака, буржуйка ăсатнă ентешсем валли. Йăлтах тÿлевсĕр! Мунча кăмакисем çумне пичкисене те, чулне те пĕрле ăсатаççĕ. УАЗ автомашина, квадроцикл, апат-çимĕç продукчĕсем парса янă. Савăннипе отпуска килсен салтаксем тав тума килеççĕ, пĕрле хăйсене службăра паракан типĕ паекĕсене илсе килеççĕ иккен.

Хальхи вăхăтра предприятире мунча кăмакисемпе пичкисем, буржуйкăсем, мангалсем, аш-какай тĕтĕмлентермеллисем тата ыттине те туса хатĕрлеççĕ. Халăх чи ыйтакан продукци — мунча кăмаки, пички тата мунча чулĕ. Мунча чулне илме кашни кунах килеççĕ.

Предприяти территорийĕ те, ĕç калăпăшĕ те пысăк. 10 çын ĕçлет кунта паянхи кун. Тимĕре касса хатĕрлекен çĕнĕ йышши технологипе усă курни производствăри чылай ĕçе çăмăллатма май парать. Хăрман çутă тимĕртен тăвакан шыв пичкисен пайĕсене лазерпа касакан станок çинче, хура тимĕре плазмăпа касакан станок çинче касаççĕ. Компьютер çинчи ятарлă программăпа усă курса тимĕре çын аллисĕрех кирлĕ пек касма пулать. Акă Вăрмар поселокĕнчи Павел Сергеев 4-мĕш çул сварщик пулса ĕçлет предприятире /ÿкерчĕкре сулахайран/. Кăмака тумалли пур детальне те касса параççĕ ăна.

photo 2025 11 12 14 49 33Павловсен продукцийĕ тĕрлĕ çĕре ăсанать: Мордовие, Мускава, Пензăна тата ытти чылай çĕре те. Китай çывăхĕнчи Амур облаçне те çитет, Чăваш Енре анлă сарăлать. Хатĕр продукцине курттăмăн килсе туянса каякан чылай.

«Чи малтанах килте ĕçлеме тытăннă, мунча кăмакисем тума пуçланă. Саккассем йышланса пынине кура ĕлкĕрейми пулса çитсен сварщиксене ĕçе илтĕмĕр. Сварка тунине кура кÿршĕсем тарăхма пуçланăччĕ, çавăнпа та ун чухне подстанци патне 800 метр тăршшĕ кабель туртса киле электричество кĕртме тиврĕ. Ĕç аталанса пынине кура малтан сĕтел-пукан фабрики пулнă территорире 50 сотăй çĕр участокĕ туянтăмăр, склад турăмăр, малтанах генераторпа ĕçлеттĕмĕр, каярах подстанци туса лартрăмăр», - аса илет Владимир Васильевич. Паянхи кун предприяти территори­йĕ кил вырăнĕнчех вĕсемшĕн. Çулла кунта юнашарах пахча-çимĕç лартса-туса илеççĕ, çăмарта тă­вакан чăхсем те, йытă та тытаççĕ. Владимир Васильевичăн мăшăрĕ Валентина Георгиевна пахча тытса тăрать, хăйне май килнĕ станокпа та ĕçлет — коптильнăсем валли хăлăпĕсене пресспа авать, лазерпа тимĕр каснă вăхăтра ÿкекен татăксене пуçтарса сортлать. Владимир Васильевич ирхине 5 сехет иртсенех кунта, ун çинче хуçалăх ĕçĕ ытларах, мĕн кирлипе тивĕçтересси. Продукци вырнаçтарса лартмалли стеллаж хатĕрленĕ акă вăл çак кунсенче. Пиччĕшĕпе шăллĕ Эдуардпа Андрей производствăра çанă тавăрсах ĕçлеççĕ, кашнин хăйĕн тивĕçĕ. Складра пулас кăмакасен деталĕсем, сăрламалли кăмакасем, паян пулсан паян тиесе каймалли хатĕр продукци — йăлтах хăйĕн вырăнĕнче.

Ырă кăмăллă предпринимательсен пулăшăвĕ пирĕн салтаксене тылри тĕреке туйса тăма пулăшать.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика