Чăваш Республикинче пурăнакансене хăтлă инфратытăмпа тивĕçтерес тĕлĕшпе регионта «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ активлă пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ: пурăнмалли хутлăх пахалăхне 2030 çул тĕлне 30%, 2036 çул тĕлне 60% ÿстересси.
Çак задачăна пурнăçлама республикăри çул-йĕре тĕпрен çĕнетме, çав шутра федераллă магистральсемпе регионти çулсен 85 процентне нормативпа килĕшÿллĕн тĕпрен юсама, çул-йĕр çинчи инкексен тата çын вилессин шутне 2036 çул тĕлне икĕ хутчен чакарма планланă.
2025 çулта малтанлăха 77 км тăршшĕ çул-йĕре тĕпрен юсаса çĕнетме планланă пулсан, каярах тата тепĕр 40 км ытла çул-йĕре нормативпа килĕшÿллĕн юсама бюджетран 253 млн тенкĕ уйăрнă. Çапла вара кăçал регионти 120 км ытла çул-йĕре нормативпа килĕшÿллĕн юсаса çĕнетеççĕ, ку вăл пĕлтĕрхи кăтартуран 3 хут ытларах.
Çавăн пекех 54 млн тенкĕ хушса уйăрнипе 7 км çул-йĕр çинче тротуарсене йĕркене кĕртеççĕ тата çутăпа тивĕçтереççĕ. Ялсемлĕ вырăнсенче çул-йĕр строительствине пурнăçлама вара 74 млн тенкĕ хушса уйăрнă.
Вăрмар округĕнче те çул-йĕре юсаса, çĕнетсе тăраççĕ. Сăмахран, нумай пулмасть «Энĕш»-Анаткас-Кĕлкеш» автоçула тĕпрен юсаса асфальт сарнă. Пурĕ 9900 метра яхăн тăршшĕ çула юсаса тирпейленĕ. Ĕçсене пурнăçлама укçи-тенкине республикăри тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă.
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
