denВăрмар округĕн делегацийĕ Ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕн кунне халалланă мероприятие хутшăннă /сăн ÿкерчĕк çинче\. Республикăри ял хуçалăх çулталăкĕн итогĕсене Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пĕтĕмлетнĕ. Унта регионăн агропромышленность комплексĕн 800 ытла представителĕ пухăннă.

Чăваш Енре ял хуçалăх производствин эффективлăхне ÿстерессипе ăнăçлă ĕçлеççĕ, 2025 çул та çĕнĕ çитĕнÿсен çулталăкĕ пулса тăнă. Ял хуçалăх продукцийĕн тĕп тĕсĕсемпе респуб­лика хăйне хăй туллин тивĕçтерет. Çĕр улмине /2 хут\, сĕтпе çăмартана /1,5 хут\, пахчаçимĕçе /30%\ хамăр тăрăхрах вырнаçтарассипе ÿсĕмсем пулнă.

Тырпул тухăçĕ Чă­ваш Енре пĕр миллион тоннăран та иртнĕ, гектартан 36 центнер ытла тĕштырă вырса илнĕ. Куккурус вырса илессипе те кăтартусем нумай çулхи вăтам кăтартусенчен икĕ хут ытларах пулнă — 15 пин тонна.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те ăнăçусем курăмлă: сĕт суса илесси пĕрремĕш хутчен 500 пин тоннăран та иртессе кĕтеççĕ, çăмарта производстви 500 миллион ытла штукпа танлашĕ, ку та юлашки вунăçуллăхăн рекорчĕ. Ял хуçалăх выльăх-чĕрлĕхĕн тухăçлăхĕ ÿссе пырать, çулталăк хушшинче пĕр ĕнерен сĕт суса илнин вăтам кăтартăвĕ 8400 килогрампа танлашмалла — ку вăл историри чи пысăк хисеп.

Республикăри апат-çимĕç тата тирпейлекен предприятисенче 10 пин ытла çын вăй хурать. Вĕсем регион­та туса илекен сĕтĕн 80 процентне тата аш-какайăн 90 процентне тирпейлесе вырнаçтараççĕ.

Чăваш Енри тавар тăвакансен продукцине чикĕ леш енче хапăл туса туянаççĕ. 2025 çулхи 10 уйăхра 20,8 пин тонна АПК продукцийĕ экспорта кайнă.

«Чăваш Республикин агропромышленность комплексĕн аталанăвĕ регион Правительствин пулăшă­вĕсĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсем хутшăнмасăр пулма та пултараймастчĕ. 2025 çулта кăна, ял территорийĕсен Комплекслă аталанă­в­не шута илсе, АПК аталанăвĕ валли 8,6 миллиард тенкĕ уйăрнă, çав шутра республика бюджетĕнчен 5,7 миллард тенкĕ», — палăрт­нă вице-премьер, ЧР ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.

«Агропромышленность комплексĕн малашнехи аталанă­вĕн тĕллевĕсене респуб­ликăн социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программин «АгроПроДвижение» Стратегинче палăртнă. Унпа килĕшÿллĕн, ĕçлев тухăçлăхне ÿстернĕ май производствăна та ÿстермелле, ял хуçалăх продукцине республика территорийĕнчех тирпейлессине ÿстермелле, ялта пурăнакансен шутне упраса хăвармалла», — вĕçленĕ хăйĕн сăмахне министр.

Иван ИВАНОВ, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика