«Çемье» наци проекчĕн тĕллевĕсенчен пĕри — ватă çынсем нумай çул активлă пурăнччăр тесе вĕсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси.
Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центр çумĕнчи «Манăн социаллă центр» клуб членĕсем — «кĕмĕл» волонтерсем — çак кунсенче «Активлă вăрăм ĕмĕр» программа шайĕнче Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркне уçăлма тухрĕç. Вĕсем хавхалансах зарядка турĕç, ГТО площадкинчи тренажерсем çинче хăйсен вăйне тĕрĕслерĕç, çавăн пекех парк тавра ватăсем кăмăллакан, сывлăхшăн усăллă скандинави уттипе утса тухрĕç.
«Кĕмĕл» волонтерсене сывă пурнăç йĕркипе туслă пулма пĕрре те ÿкĕтлемелле мар, вĕсем хăйсемех спортпа физкультура еннелле туртăнаççĕ, активлăхпа палăрса тăраççĕ. Физкультурăсăр пуçне творчество та ют мар вĕсемшĕн — алли-ури ăста, волонтерсем пулнă май ыркăмăллăх ĕçĕсене те хастар хутшăнаççĕ. Çак занятисем, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшни вĕсене вăй кÿрет, пурнăçпа тан утма, обществăлла ĕçсенче активлă пулма пулăшать.
Ольга ЯКОВЛЕВА, культорганизатор
