Шупашкарта СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕл­лĕ наци театрĕсен регионсем хушшинчи «Чĕкеç» II-мĕш фес­тиваль уçăлнă. Кăçал унта Калмăк, Алтай, Якути, Мари Эл, Пермь тата Чăваш Ен театрĕсем хутшăнаççĕ. Вĕсем хăйсен чи лайăх спектаклĕсене кăтартĕç, тĕп тема — «Хĕрарăм — искусствăра».

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев фестивалĕн пысăк пĕлтерĕшне палăртнă. «Чĕкеç» — культурăри ахаль пулăм мар, вăл нацисен театр искусствине аталантармалли тата регионсем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетмелли хăватлă импульс», — тенĕ вăл.

Фестивале К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн «Хурка­йăк çулĕ» спектаклĕ уçнă. Пурĕ фестиваль шайĕнче 6 спектакль лартса парĕç. Жюри членĕсем çĕнтерÿçĕсене 7 номинацинче палăртĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика