photo 2025 11 10 09 46 14Çак кунсенче Шупашкарта Трактор историийĕн наукăпа техника музейĕнче «ХХI-мĕш ĕмĕрти Кулибин» харпăр хăй тунă трактор техникин курав-конкурсне пĕтĕмлетнĕ.

Виçĕ тĕрлĕ номинаципе иртнĕ конкурса пĕтĕмпе Раççей регионĕсенчен 21 заявка тăратнă пулнă. Тĕлĕнмелле те, пирĕн районта та Кулибинсем пур! Пысăк Енккассинче пурăнакан Анатолий Александрович Васильев та ывăлĕпе Александрпа пĕрле çак конкурса хутшăннă, хутшăннă кăна мар — «Трактор техники» номинацире 3-мĕш вырăн йышăннă. Васильевсем курава кил-хуçалăхри пур ĕçе те тума пулăшакан МТ-30, МТ-12 мини-тракторсене тăратнă. Ку тракторсене йăлтах хăйĕн ылтăн аллисемпе пайăн-пайăн пуçтарса килĕнче чуна парса тунă вăл, сăрласа илемлетнĕ. Ывăлĕ Александр та пулăшать ăна çак ĕçре. Килте тунă çак техникăпа утă çулма, тавăрма, турттарма, сухалама, культиваци тума, çĕр улми лартма, кăларма, кил-хуçалăхри чылай ĕçе тума пулать.

Анатолий Александрович хăйĕн пĕр­ремĕш тракторне 3-мĕш курс студенчĕ чухне, Пысăк Енккассинчи XXV партсъезд ячĕллĕ совхозра практика тухнă вăхăтра тунă, виçĕ урапаллăскер пулнă вăл. Анатолий Александрович Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнчен механик специальноçпе, Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтĕнчен агронома вĕренсе тухнă. Ĕç кун-çулне Пысăк Енккассинчи хуçалăхра автомеханикрен пуçланă, пурнăç тăршшĕпех тă­ван районта яваплă должноçсенче вăй хунă. Халĕ тивĕçлĕ канура Анатолий Александрович. Çамрăк чухнехи юрат­нă ĕçне тумалли чи лайăх вăхăт халĕ уншăн. Пушă вăхăт çителĕклĕ.

Курава хутшăнса, призлă вырăн çĕнсе илсе Шупашкартан пысăк хавхаланупа таврăннă ашшĕпе ывăлĕ Васильевсем, конкурса Раççейри ытти регион­сенчен харпăр хăй аллипе тунă техникипе хутшăннă çынсен ăсталăхĕпе паллашма пултарнă. Унсăр пуçне укçан парнене тата Чăваш Республикин Промышленноç тата энергетика министерствин Дипломне те тивĕçнĕ.

Анатолий Александрович чăннипех те тĕлĕнтерчĕ пире хăйĕн ăсталăхĕпе, маттур! Малашне те юратнă ĕçе пурнăçлама сывлăх пултăр!

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика