Ватă çынсене, сусăр çынсене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. Ялсенче пурăнакан ватăсемпе инвалидсене, сăмахран, Вăрмарти тĕп больницăна тухтăр патне çитсе килме те çăмăл мар. Вĕсене пулăшас тĕллевпе Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта ятарлă мобильлĕ бригада ĕçлет. Вăл 65 çултан аслăрах ватăсене тата инвалидсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр тата диспансеризаци тухма медицина учрежденине илсе кайса килет.

Пенсионерсемпе инвалидсем мобильлĕ бригада пулăшăвне ырлаççĕ, пысăк хак параççĕ. «Мобильлĕ бригада пулăшнипе пирĕн аякри çула хамăр тĕл­лĕн тухмалла мар, ятарлă автотранспорта кĕтсе илмелле кăна, вăл медицина учрежденине тÿлевсĕрех илсе çитерет», — тет Пысăк Енккасси ялĕнче пурăнакан Виктор Николаевич пенсионер.

Васкавлă социаллă пулăшупа тивĕçтерекен уйрăмăн заведующийĕ Надеж­да Скворцова палăртнă тăрăх, мобильлĕ бригада пулăшăвĕ ватă çынсемпе инвалидсен кăмăлĕпе сывлăхĕ çине ырă витĕм кÿрет, вĕсем хăйсене лăпкă туяççĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика