Энĕшпуçĕнчи культура çуртĕнче Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн «Служу Отечеству» ансамблĕн концерчĕ иртнĕ. Ăна Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерстви пулса кайнăранпа 35 çул, Энĕшпуçĕнчи уйрăм пушар посчĕ пулса кайнăранпа 96 çул çитнине халалланă.
Çак паллă коллектива Афганистанри çар ĕçĕсен ветеранĕ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, шалти службăн запасри полковникĕ Андрей Барабанов ертсе пырать. Унта хĕрÿ вырăнсенче службăра пулнă, хăюлăхпа палăрнăшăн чылай наградăна тивĕçнĕ, халĕ пушар хуралĕнче вăй хуракан Андриан Павлов, Максим Моторкин тата Евгений Назаров офицерсем юрлаççĕ. Ансамбль пĕрре кăна мар халăхсем хушшинчи тата Пĕтĕм Раççейри престижлă пултарулăх конкурсĕсен лауреачĕ пулса тăнă.
Уяв концертне куракансем хушшинче РФ Чрезвычайлă лару-тăру министерствин ветеранĕсемпе сотрудникĕсем, Энĕшпуçĕнчи тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулсен кадет класĕсем, Энĕшпуç ял халăхĕ пулнă.
Мероприяти Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентешлĕхĕн вице-президенчĕн, шалти службăн запасри полковникĕн, Энĕшпуç ялĕн тата Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕн Василий Нягинăн саламлă сăмахĕнчен пуçланнă. Василий Николаевич Энĕшпуç шкулĕн директорне Татьяна Салаховăна тата Пысăк Енккасси шкулĕн директорне Луиза Кирилловăна вĕренекенсене патриотла воспитани парас ĕçри активлăхшăн Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн Тав çырăвĕсемпе наградăланă.
Унтан ансамбль солисчĕсем энĕшпуçсене чуна пырса тивекен манăçми концертпа тĕлĕнтернĕ. Куракансем кашни юрра тăвăллăн алă çупса йышăннă. Программăра Тăван çĕршыв, вăрçă, çарти пурнăç, туслăх тата чăн-чăн арçынсем çинчен юрăсем пулнă. Вăхăт мĕнле иртни те сисĕнмен, концерт пурин кăмăлне те кайнă.
Уяв каçĕ вĕçленеспе Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ Лидия Михайлова Энĕшпуçĕнчи уйрăм пушар посчĕн сотрудникĕсене А.Николаева, С.Петрова, Н.Иванова, С.Александрова тÿрĕ кăмăллă службăшăн Тав çырăвĕсемпе чысланă, пушар посчĕн пурлăхпа техника никĕсне çирĕплетме компрессор-насус панă.
Энĕшпуç шкулĕн директорĕ Татьяна Салахова «Служу Отечеству» ансамблĕн коллективне асра юлакан концертшăн, творчествăри пысăк ăсталăхшăн тата çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани пама хастар хутшăннăшăн Тав çырăвĕсемпе хисепленĕ.
Татьяна САЛАХОВА, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул директорĕ
