«Сывлăх — вăл ырă, наркотик — усал», — Пысăк Енккассинчи культура çурчĕ çумĕнчи Канмалли кун клубĕнче шăпах çак темăна сÿтсе явнă. Канмалли кун клубне çÿрекенсене наркомани сăлтавĕсене тата вăл мĕн патне илсе çитерме пултарнине уçăмлатакан видеоклипсем кăтартнă.

«Ялта наркотиксемпе иртĕхекен çамрăксем пулманни савăнтарать. Çамрăксене ку усал йăларан пăрăнтарма культура учрежденийĕнче темĕн тĕр­лĕ заняти те ирттеретпĕр. Тĕрлĕ клуб пĕрлешĕвĕсем, кружоксем, секцисем ĕçлеççĕ кунта. «Железные бицепсы», «Малая ракетка», «Удар, еще удар!», «Кожаный мяч» клуб пĕрлешĕвĕсене çÿрекенсем, кире пуканĕ çĕклекенсем, сĕтелçи теннисла вылякансем хушшинче тăтăшах ăмăртусем йĕркелетпĕр», — тет культура çурчĕн заведующийĕ Николай Гаврилов.

Культура ĕçченĕсен пуçарăвĕпе çулсеренех Виктор Гаврилов интернационалист-салтака асăнса тата Пысăк Енккассипе Карăкçырми ялĕсенчи ача-пăча командисем хушшинче турнирсем иртеççĕ. Кĕркуннепе хĕллехи вăхăтсенче Пысăк Енккассинчи вăтам шкул спортзалĕ — волейболла выляма кăмăллакансен юратнă вырăнĕ пулса тăрать.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика