
Вăрмар округĕнчи ялсенче пурăнакансем, пĕр-пĕрин ырă ĕçне кура, ятарлă çар операцийĕнчи салтак-ентешсене валли маскировка сеткисем çыхас ĕçе пĕрин хыççăн тепри кÿлĕнеççĕ. Акă Çĕнĕ Вĕренер ялĕнчи Любовь Михайловна Васильева тата ытти активлă хĕрарăмсем пуçарса янипе çак кунсенче çак ялта та маскировка сеткисем çыхма тытăннă.
Чи малтанах, паллах, кирлĕ хатĕрсемпе материалсем туянма пурте пĕрле /хальхи вăхăтра ялта пурăнакансем те, çак ялтан тухнă çынсем те\ кар тăрса укçа-тенкĕ пуçтарнă. Ял старости Владимир Иванович Григорьев ертсе пынипе арçынсем маскировка сетки çыхмалли станок ăсталанă. Ĕç майне вĕренме çĕнвĕренерсем Мăнçырма тата Кивĕ Вăрмар ялĕсенчи, Вăрмар поселокĕнчи маскировка сетки çыхакан пунктсенче пулса курнă, унтан вара ĕçе пуçăннă.
Иртен пуçласа каçченех вĕресе тăрать ĕç. Маскировка сеткисем çыхассинчен тивĕçлĕ канурисем те, ĕçлекенсем те, шкул ачисемпе студентсем те айккинче юлмаççĕ. Кам материала лента туса касать, кам çыхать — пурин валли те ĕç пур. Çыхакансене меллĕ пултăр тесе вырăнти платниксем вĕсене валли саксем те ăсталаса панă. Нумай пулмасть кăна ĕçлеме тытăннă пулин те темиçе кунрах 9 маскировка сетки çыхса хатĕрленĕ çĕнвĕренерсем, 5-шне волонтерсем урлă СВОна парса та янă.
Палăртмалла, Тикаш тата Хĕрлĕçыр ялĕсенче пурăнакансем те пархатарлă ĕçе хутшăнас тĕллевлĕ — кĕçех Тикаш ялĕнчи культура çуртĕнче маскировка сеткисем çыхма пуçласшăн. Хальхи вăхăтра укçи-тенкине пуçтараççĕ, материалне туянаççĕ.
Маскировка сеткисем пирĕн салтаксене тата техникăна граната ывăтакан беспилотниксенчен, камикадзесенчен, бомбардировщиксенчен хÿтĕлеççĕ. Алăпа çыхса хатĕрленĕ маскировка сеткисен пĕлтерĕшĕ тата хаклăхĕ пысăк, мĕншĕн тесен вĕсене дронсем курмаççĕ. Заводра туса кăларнă маскировка сеткисен эрешĕ пĕр евĕрлĕ пулнăран дрон çинчи камера ăна курма пултарать, ку вырăнта маскировка сетки сарнă тесе сигнал парать, çавна пула тăшман ăна сирпĕтсе ярать. Алă вĕççĕн çыхнă маскировка сеткисем вара кашни тĕрлĕрен пулаççĕ, çавăнпа камера ăна уйăраймасть.
Хальхи çăмăл мар саманара пурте пĕрле туслă йышпа СВОри ентешсене пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Салтаксем хăйсем те: «Маскировка сеткисем нумайрах пулсан аванччĕ, мĕншĕн тесен вĕсем блиндажсене, техникăна хупăрлама кирлĕ, хамăрăн та пытанмалла», — тесе палăртаççĕ. Маскировка сетки çыхма, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарма хутшăнса пирĕнтен кашниех Çĕнтерĕве хăйĕн тÿпине хывма пултарать. Пирĕн пĕр чăмăра пухăнса салтаксене пулăшмалла. Вĕсем пире хÿтĕлеççĕ, эпир те вĕсене хÿтĕлĕпĕр.
Валерий НАРСОВ, Тикашри территори пайĕн начальникĕ
