Вăрмар районĕнчи Çиçтĕпе ялне пĕлмен çын çук районта. Çак ялта паттăр партизанка Елена Степанова çуралнă. Унăн ячĕпе вăл çуралнă урам хисепленсе тăрать. Çак урам ача-пăча сассипе янраса, шавласа тăнă. Илларион Павловичпа Анастасия Сергеевнăн йышлă çемйинче Антонина — выльăх тухтăрĕ, Анфиса — тракторист, Пелагея — хурт-хăмăр ăсти, Василий — çар çынни, Леонид — агроном, вĕрентекен, Ольга — çăкăр пĕçерекен çуралса ÿснĕ.
1918 çулхи ноябрь уйăхĕн 24-мĕшĕнче Иван — сутуçă — çут тĕнчене килнĕ. Ăна Ванюк тесе чĕннĕ ял-йышра. 1926-1930 çулсенче Çиçтĕпери пуçламăш шкулта ăс пухнă, 1931-1934 çулсенче Чашламари шкулта вĕренсе 7 класс пĕтернĕ. 1935-1938 çулсенче Хусанти суту-илÿ техникумĕнче пĕлÿ илнĕ, унтан çак хуларах ĕçленĕ.
Вăхăт малаллах шунă. 1939 çулта Иванăн салтак ячĕ тухнă. 1941 çулта Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан тăшмана хирĕç çапăçнă, стрелковăй взвод командирĕн помощникĕ пулнă. 1943 çулта Сталинград çумĕнчи йывăр çапăçура аманнă, пуçне снаряд катăкĕ кĕрсе ларнă. Сывалма Свердловск хулине госпитале вырнаçтараççĕ ăна. Сывалса тухсан мирлĕ пурнăçшăн тăшмана çĕнтеричченех малалла çапăçнă. Вăл çак медальсене илме тивĕçлĕ пулнă: Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсем, «1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн».
1947 çулта Иван Илларионович тăван ялне таврăннă. Юхăннă хуçалăха ура çине тăратмалла пулнă. Фермăра ĕçленĕ, хуралçă та пулнă. Вăрçăра аманнине пула хăлхи лайăх илтмен унăн.
1954 çулта ялти хĕрпе Клавдия Захаровнăпа мăшăрланаççĕ. Клавдия Захаровна вĕрентекен пулса ĕçленĕ. Вĕсен виçĕ хĕр, тăватă мăнук. Пурте аслă пĕлÿллĕ. Валя, Роза — вĕрентекенсем, Люся — экономист. Виççĕшĕ те юратнă ĕçĕсенче нумай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Тăванĕсемпе туслă пурăнаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ашшĕ-амăшĕн çуртне кĕçĕн хĕрĕ Роза Ивановна çĕнетсе, юсаса, тирпейлесе тăрать. Пахчипе усă кураççĕ.
Илларионовсен çемйи ялта хăйсен чысĕпе, сăпайлăхĕпе, ĕçĕпе, тăрăшулăхĕпе, харсăрлăхĕпе палăрса тăрать. Иван Илларионович çырмари çăла, шыв ăсмалли, кĕпе чÿхемелли валашкасене вăхăтра тасатса тăнă, çул уçнă. Çынсене шыв кÿрсе панă. Çапла ялта ырă йĕр хăварнă.
Иван Илларионович Илларионов 1982 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче вилнĕ. Ăна ялти масар çине тирпейлесе пытарнă.
Регина ЕГОРОВА
Çиçтĕпе ялĕ
